Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. ЧР Патшалăх Канашĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

8 Çĕртме, 2017

Налук улшăнăвĕсем: кам – сахалрах, кам нумайрах тÿлĕ?

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăххăрмĕш сессийĕнче депутатсем пĕтĕмпе 12 ыйтăва пăхса тухрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ маларах йышăннă саккунсене федераци шайĕнчисемпе пĕр килтерес тесе улшăнусем кĕртессипе çыхăннă, çавăнпа нумаях калаçтармарĕ.