И.ПУШКИНА

20 Чÿк, 2015

Паян - Пĕтĕм тĕнчери ача кунĕ

Ăна Чăваш Енре Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун пек паллă тăвĕç. Республикăри хуласемпе районсенче Раççей Минюсчĕн Чăваш Енри Управленийĕн, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территорири органĕсен представителĕсем, Чăваш Енри Ача прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй, патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх, нотариуспа адвокатсен пĕрлĕхĕн, Раççей Юрисчĕсен ассоциацийĕн республикăри уйрăмĕн, коммерциллĕ мар тата вĕренÿ организацийĕсен элчисем хутшăннипе мероприятисем иртеççĕ.

17 Çĕртме, 2014

Ăс-тăнпа ÿт-пÿ пиçĕхĕвĕ - чи кирли

Çуллахи тапхăрта шкул ÿсĕмĕнчи ачасен канăвне еплерех йĕркелесси - республика ертÿлĕхĕшĕн те çивĕч ыйту. Хула çывăхĕнчи лагерьсенче çул çитменнисем темиçе сменăпа туллин ĕçлеççĕ. Вĕсемсĕр пуçне шкулсен çумĕнче те лагерьсем йĕркеленĕ.