Ева ЦИАЛКОВСКАЯ

29 Авăн, 2014

Чулхулари Акатуй

Кăçал çулла тăван куль­турăшăн сулмаклă утăмсем чылай пулчĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри Чулхула Акатуйĕ тесе хакламалла. Чăвашсен сакраллă уявне Парижра е Петропавловск-Камчатскийĕнче паллă тунипе тĕлĕнтереймĕн: хамăр ял! Чулхулара Акатуй янраттарни вара - пачах урăх юрă.