Елена ЛУКИНА. Кадетсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

13 Авăн, 2018

Тăван енрен аякри хăех чуна çирĕплетет

Авăнăн 4-мĕшĕнче ирхине 5 сехет çурăра ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн корреспондент та Чăваш кадет корпусĕн аслăрах класĕсенче вĕренекенĕсене Пермь хулине ăсатрĕ. Унтан çĕрле 2 сехетре кĕçĕнреххисене Хура тинĕс хĕррине вĕçекен самолета лартса ячĕ. Пермьри Кадет корпусĕнче пирĕн ачасем мĕнлерех пурăнаççĕ-ши? Крымри «Лучистый» лагерьте чарăннисене вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсĕн сывлăшĕ килĕшнĕ-ши?