Елена ЛУКИНА. ЧР Вĕренÿ министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

27 Нарăс, 2018

Ача çурчĕсем футбол выляссипе ăмăртнă

Çĕрпÿри «Асамат» ФСКра ача çурчĕсен тата интернат шкулсен хушшинче Пĕтĕм Раççейри мини футбол чемпионачĕн регионти тапхăрĕ иртнĕ. Унта Вăрнар районĕнчи Калининăри сывлăх енчен хавшак ачасен интернат шкулĕн команди çĕнтернĕ.