Елена АТАМАНОВА

24 Çу, 2014

Кил ăшшине упракан

Оксана Григорьева Канаш районĕнчи Улаксарта пурăнать. Çут тĕнчене сусăр килни унăн калаçăвĕнче, ăс-хакăлĕнче пачах та палăрмасть. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕн алли чиперех ĕçлет, ури çеç вăйсăр та хавшакрах. Çапах та пысăк та капмар кил-çурт вăтăртан каçнă черченкĕ çак хĕр пĕрчи çинче тытăнса тăрать. Кил, çемье ăшшине упраса пурăнать вăл.

17 Çу, 2014

Аслăял варринчи çăтмах

Аслăял варрипе пысăк çырма сарăлса выртать. Темиçе çул ÿсекен шурă хурăнсемпе лаштра йăмрасем, симĕс тирексем тÿпенелле кармашаççĕ. Çырма айккипе - тăпăл-тăпăл çуртсем. Ял урамĕпе киленсе утнă май Григорьевсем патне çитнине сисмерĕм те.

8 Çу, 2014

Лачкасси паттăрĕсем

Игнатий Михайловичпа Пелагея Кононовна Игнатьевсемпилĕк ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Каччăсем пурнăç çулĕ çине тăма пикеннĕ тапхăрта вăрçă пуçланнă. Пĕрин хыççăн тепри тăшманпа кĕрешме тухса кайнă. Ывăлсене юн тăкма çеç ÿстернĕ тейĕн çав. Тутăр сулса сыв пуллашакансене ашшĕ-амăшĕ епле чунпа ăсатнă-ши? Малалла пурăнма, тылра иртен пуçласа каçчен тар тăкма ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши? Çĕре çыртса тăшмана ылханнă, куç шыçăниччен макăрнă, вăйран кайнă, çапах чăтнă халăх.

30 Ака, 2014

Чăн-чăн киленÿ

Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Лера Александрина сĕтел çине темĕн чухлĕ чечек-йывăç кăларса лартрĕ. Чĕррисем мар, паллах, вĕтĕ шăрçаран çыхнăскерсем. Укçа йывăççи, сакура, кĕл чечек, лили, кĕрхи йывăç...

Pages