Дмитрий АНДРЕЕВ

23 Jul, 2015 | Культура

Илле пророк кунĕ умĕн, август уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Шупашкара Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килĕ. Тĕрĕссипе, Михаил Игнатьев 2011 çултах ăна пирĕн республикăна килсе курма чĕннĕ. Кунашкал калаçу ытти çулта та пулнă. Патриарх 2013 çулта тепĕр икĕ çултан Шупашкара килме шантарнă. Çак ĕçе вăраха ямасăр кăçал тума сăлтавĕ те пур: Владимир кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитрĕ. Унсăр пуçне çитес çул Шупашкар-Чăваш Ен Епархийĕ йĕркеленнĕренпе 70 çул пулĕ, Варнава митрополит 85 çул тултарĕ. Халĕ тĕрлĕ ведомство Кирилл Патриарха кĕтсе илме, Чăваш Енри унăн визитне тивĕçлĕ шайра ирттерме хатĕрленет.

Subscribe to Дмитрий АНДРЕЕВ