ЧР Спорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

12 Çурла, 2017

Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайкпа Раççейри ăмăрту иртет

Паян Чăваш Ен Физкультурник кунне паллă тăвĕ. Çак кун Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне маунтинбайка юратакансем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен пуçтарăнаççĕ. Вĕсем «кросс-кантри» енпе тĕнчен икĕ хут чемпионкин, XXVIII çуллахи Олимп вăййин бронза çĕнтерÿçин, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн Ирина Калентьевăн парнисемшĕн ăмăртĕç.

14 Ака, 2017

Шупашкарта Атăлçи тăрăхĕнчи кадетсен сěтелçи теннис ăмăртăвĕ иртет

Ака уйăхĕн 14-19-мĕшĕсенче Шупашкарти И. Солдатова ячĕллĕ спорт шкулĕнче сĕтелçи теннисла выляссипе ăмăрту иртет. Унта 16 çулчченхи кадетсем выляççĕ. Атăлçи округĕнчи 14 регионтан спорт ăмăртăвне 112 арçын ачапа 93 хĕрача килсе çитнĕ. Пирĕн республикăри хĕрсемпе каччăсем те спорт тупăшăвне самаййăн хутшăнаççĕ: йышра - 42 çамрăк спорстмен.