Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби

Чăваш Ен экономикине пĕр тикĕс аталантарас тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе республика Пуçлăхĕн 2015 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 66-рг-мĕш йышăнăвĕпе Чăваш Республикин экономикине 2015-2017 çулсенче пĕр тикĕс аталантармалли тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтермелли план çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн тĕп çул-йĕре - импорта улăштарассине, экспорта, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, экономикăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ отраслĕсене пулăшассине, граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли тата республикăн ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли мерăсене - пурнăçа кĕртме палăртнă.

Раççей Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕн тата çынсем унпа усă курма пултараслăхĕпе Чăваш Ен чи лайăх субъектсен шутĕнче пулнине палăртнă.

2015 çулхи сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин РФ субћекчĕсен патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан аслă органĕсен ертÿçисен халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене йĕркелесе тăракан çумĕсемпе тата РФ субћекчĕсен ĕçлев органĕсен пуçлăхĕсемпе курав мелĕпе йĕркеленĕ селектор канашлăвĕ ирттернĕ.

29 Sep, 2015 | Экономика

Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче коллектив пухăвĕ иртнĕ, унта патшалăх граждан служащийĕсене пырса тивекен ыйтусене сÿтсе явнă, уйрăммăн илсен Чăваш Республикин патшалăх граждан службинче усă курма чарнине тата чикĕленине пăхăнманшăн ява

Республикăра ĕçсĕр инвалидсене йышăнмашкăн техника хатĕрĕсемпе пуянлатнă ятарлă вырăнсем майлаштарма пуçаруллă пикенчĕç

Пирĕн хутлăхра 87,3 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен 26,7 пинĕшĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри граждансем.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2015 çулта ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр 685 çынна, вăхăтлăх вырнаçтарма палăртнă. Çав шутра сусăрсене йышăнмашкăн 106 ĕç вырăнне вĕсене юрăхлă майлаштармалла тата çакăншăн тăкакланнă ĕçпе тивĕçтерекенсене компенсаци памалла.

Pages

Subscribe to Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби