А.СТЕПНОВ

22 May, 2015 | Экономика

Раççейри Экономикăн аслă шкулĕн наука-тĕпчев университечĕ /ЭАШ НТУ/ çĕршыври регионсен инноваци аталанăвĕн динамикине тишкерсе аналитика доклачĕ хатĕрленĕ. Чăваш Ен çĕнĕ рейтингра яланхи лидерсен - Мускав, Санкт-Петербург, Татарстан тата Калуга облаçĕ - хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Раççейри чи пысăк инновациллĕ регионсен йышĕнче çавăн пек - Свердловск, Чулхула, Новосибирск, Томск тата Пенза облаçĕсем.

19 Dec, 2014 | Çамрăксем

Пирĕн республикăра нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма е дача çурчĕ лартма çĕр лаптăкĕ уйăрасси Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кал-кал пулса пырать.

Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕнче те çакна тивĕçлисен ятарлă списокне çирĕплетнĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи виççĕ тата унран ытларах ачаллă кил-йыша кĕртнĕ.

Тĕнчере çĕр кĕнчеле кăна мар, пурнăçра - вун-вун тĕрлĕ ыйту. Хăшне-пĕрне вăраха ямасăр татса пама тивет. Ун пек чух çын та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те влаçăн çÿллерех тытăмĕнчи ертÿçĕрен е «халăх тарçинчен» пулăшу кĕтет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче "Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне ырланă. Унпа правительство членĕсемпе ведомствăсен ертÿçисене юстици министрĕ Надежда Прокопьева тĕплĕ паллаштарнă, чылай ыйтăва хуравланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кăркăс Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕпе Болот Джунусовпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Инна Антонова хутшăннă.

Pages

Subscribe to А.СТЕПНОВ