Андрей ПЕТРОВ

30 Ноября, 2016 | Хыпар | Спорт | Ентешсем

Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнчен сумлă спортсменсемпе тренерсем нумай тухнă. Вĕсенчен пĕри — СССР спорт мастерĕ Иван Киргизов. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче палăрнă атлетпа Патăрьел тăрăхне кайсан паллашрăм.

Сочире хĕллехи Олимп вăййисем иртнĕренпе икĕ çул çитрĕ. Çакна асра тытса пĕлтĕрхи нарăсăн 7-мĕшĕнче Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне паллă тума йышăнчĕç. Спорт уявĕ пирĕн республикăра та çулсерен анлăн иртет. Кăçал спорта юратакансене «Шупашкар-Арена» пăр керменĕ пухрĕ.

30 Sep, 2015 | Хыпар | Спорт | Хоккей

Мордва Республикин тĕп хулинче Саранскра хоккей вăййисен 2015-2016 çулсенчи хĕллехи сезонĕ уçăлчĕ: Аслă лигăн ăмăртăвĕсем старт илчĕç. Йăлана кĕнĕ турнира кăçал 9 команда хутшăнать. Хăйсен регионĕн чысне «Алтай» /Барнаул/, «Кристалл-Юниор» /Саратов/, «Мордовия» /Саранск/, «Ростов» /Дон çинчи Ростов/, «Славутич» /Смоленск/, «Тамбовпа» «ЦСК ВВС» /Самар/, «Юниор-Спутник» /Анат Тагил/ командăсем хÿтĕлеççĕ. Çак ăмăрту аренине пĕрремĕш хут Чăваш Ен хоккеисчĕсем - Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» - тухрĕç.

Культура çулталăкĕпе пĕрлех 2014 çула Спорт çулталăкĕ тесе те хаклама юрать. Чăн та, пирĕн çĕршыв спортри пысăк пулăмсемпе пуян пулчĕ, спортпа туслисен йышĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Чăваш Ен спортсменĕсемшĕн тата спорта юратакансемшĕн мĕнпе асра юлчĕ-ха иртнĕ çул?

Pages

Subscribe to Андрей ПЕТРОВ