Андрей МИХАЙЛОВ

29 Пуш, 2017

Спортпа туслисен йышĕ ÿсет

Çапах ФСКсене ирхине тата кăнтăрла çын сахал çÿрет

«Пирĕн республикăра иртнĕ çул спортпа туслисен йышĕ 40,7 процентпа танлашнă. Кăçалхи тĕллев — çак хисепе 41,2 процента çити ÿстересси», — палăртрĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕнче.

Министр шухăшĕпе — çак çитĕнÿ тĕрлĕ акци ирттернипе пулнă. Вĕсенчен пĕри — Сывлăхпа спорт кунĕ. Унта уйăхсерен 160-163 пин çын хутшăнать.

28 Пуш, 2017

Туслăх пытăр ĕмĕре

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енри халăхсен ассамблейин хастарĕсем Комсомольски районĕнчи Урмаеле çитсе курчĕç. Канашпа Комсомольски районĕсен чиккинче хăнасене район ертÿçисемпе «Каçал» пултарулăх коллективĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

28 Пуш, 2017

Илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри…

Ку юрра ăнсăртран аса илмерĕм. Пĕтĕм Раççейри «Кĕмĕл сасă» конкурсра çак юрра шăрантарса Çĕмĕрле пики Екатерина Сулимкина гран-прие тивĕçрĕ. 18-мĕш хут иртнĕ фестиваль тĕрлĕ регионти пултаруллă яшсемпе хĕрсене Чăваш патшалăх филармонине пухрĕ.

Халăх юррине çĕнĕлле юрласа жюри членĕсене тыткăнланă пике 10-мĕш класра вĕренет, музыка шкулĕнче эстрада вокалĕн уйрăмĕнче ăсталăха туптать. Вăл Питĕрте, Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. «Пирĕн килте пур хĕрарăм та хитре сасăллă. Эпĕ те мĕн пĕчĕкрен юрра-ташша юрататăп. Кукамай та, анне те хора çÿреççĕ. Пĕччен юрлама кăмăллатăп. Малашнехи пурнăçăма музыкăпа çыхăнтарасшăн, аслă пĕлÿ илес килет», — терĕ 16-ри чиперкке. Малалла вулас...

Pages