Андрей МИХАЙЛОВ

21 Ака, 2017

Чăтăмлин умĕнче тусем те пуç таяççĕ, е Азербайджансем чăваш шӳрпине кăмăллани çинчен

Азербайджан,
    тĕнчӳ сан çынсемпе тулли —
Сан куçусем пит хуйхăллăн
    пăхаççĕ.
Пит тертлĕ Насими,
    кулянчăк Физули.
Вĕсен чĕр сассисем
    паян янраççĕ.
Идаят, Азербайджан поэчĕ.
19 Ака, 2017

ГТО палли абитуриентсене çăмăллăх парать

2014 çулта РФ Президенчĕ Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хÿтĕленме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне чĕртсе тăратмалли çинчен указ кăларчĕ. ГТО комплексĕ виçĕ тапхăрпа пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕрремĕшĕ 2014 çулта сăнав шайĕнче иртрĕ. Ку енĕпе 12 регионти çак йыша Чăваш Ен те кĕчĕ аслă классенче вĕренекен çамрăксем пуçарулăх кăтартрĕç. 2015 çулта вăтам шкулсенче пĕлÿ илекенсене пурне те явăçтарчĕç.

14 Ака, 2017

Кăмăллă тĕлпулу

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Эсир те килти архивăрти кивĕ сăн ÿкерчĕксене "Хыпар" хаçат редакцине ярса пама пултаратăр. Унта сăнланнă çынсем е пулăм çинчен çырма тата сăн ÿкерчĕке кам, хăçан тунине палăртма ан манăр.

14 Ака, 2017

Кăçал чи лайăххи кам?

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче хĕллехи сезона пĕтĕмлетнĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕ ирттернĕ мероприятие ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, республикăри спорт федерацийĕсен тата спорт шкулĕсен ертÿçисем хутшăннă.

12 Ака, 2017

Деклараци пама манман-и?

18 çын пĕлтĕр 10 миллион тенкĕрен ытларах тупăш илнине пĕлтернĕ те ĕнтĕ

Налук службишĕн ака уйăхĕ питĕ хĕрÿ тапхăр. Деклараци йышăнмалли вăхăт вĕçленсе пынă май инспекцисене çĕр-çĕр çын пырать, электрон почтăпа вун-вун çыру килет. Деклараци кампанийĕ еплерех пыни çинчен РФ налук службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Красновпа пай пуçлăхĕ Татьяна Васильева каласа кăтартрĕç.

Pages