Алина ТИМОФЕЕВА

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн Николай Патрушевăн тата РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ.

450 грамм ытла наркотик упранă икĕ хĕре нумаях пулмасть суд тунă, вĕсене саккунлă мар майпа "спайс" сарнăшăн айăпланă.

Шупашкарта пурăнакан, 11-мĕш класра вĕренекен 17 тата 18 çулсенчи пикесем хура ĕçе явăçнине çирĕплетмешкĕн ЧР Следстви управленийĕ материал çителĕклĕ пухнă. Чиперккесем преступленисен 6 тата 7 эпизодне хутшăннине палăртнă.

Йĕкĕреш çурални - тĕлĕнтермĕшпе танах, кашни хĕрарăмах харăсах икĕ пепке çут тĕнчене парнелеме пÿрмен, йăхран-йăха куçакан пулăм ку.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестивалĕ иртнĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче тăван чĕлхемĕре, йăла-йĕркене, юрă-кĕвве анлă çул пани тесе хакламалла çак пулăма. Çĕршыври тĕрлĕ хулапа республикăран Шупашкара çамрăк 22 юрăç пухăннă. Аякри хăнасем Мурманск, Иркутск облаçĕсенчен, Пушкăрт, Чĕмпĕр, Тутар республикисенчен килсе çитнĕ. Кăçалхи фестивальте Пушкăртстанра пурăнакан йăхташăмăрсем уйрăмах хастар пулнине палăртмалла. Унтан харăсах темиçе юрăç килнĕ.

Pages

Subscribe to Алина ТИМОФЕЕВА