Алина ИЗМАН калаçнă.

«Япăх çырас килмест, лайăх хайлаймастăп», — паянхи кун çапла калать чăвашсен паллă поэчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ Петĕр Эйзин /сăн ÿкерчĕкре/. Вăл юлашки 20 çулта мĕншĕн пĕр сăвă та çырăнманнине çапла ăнлантарать.

Интернет уçлăхĕ вĕçĕ-хĕррисĕр океан пекех. Пĕлсе усă курсан вăл усă кÿрет, йĕркене пăхăнмасан сиен кăтартать. Соцсетьре хамăра мĕнле тытмалла? Унта мĕнле хăрушлăх кĕтет?

Çак самантра Максим Филиппов мăшăрĕпе Иринăпа Крымра туй хыççăнхи çул çÿревре чуп-чуп уйăхне ирттерет. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче вĕсем хут уйăрттарчĕç. 30 çул — çемье çавăрма ир те мар, кая та мар. Çак утăма вăл мĕн пур яваплăха туйса пурнăçларĕ. «Авланиччен арçыннăн ура çине çирĕп тăмалла. Кайран ăçта пурăнмалла? Çемьене мĕнле тăрантармалла тата ытти ыйту ан чăрмантартăр», — тет Шупашкар районĕнчи Курак Чурачăкра çуралса ÿснĕ çамрăк бизнесмен.

Subscribe to Алина ИЗМАН калаçнă.