АЛЕНА

Мана та анне çĕр çине телей курмах çуратнă пулĕ-ха. Çут тĕнчене килсен кÿршĕ кинемей пил парса мунчара çунă тетчĕ асанне. Ĕмĕрне качча каймасăр пĕчченлĕхре ирттернĕ вăл. Çавăн шăпине эпĕ малалла тăснăн туйăнать халь мана. Питĕ вăтанаттăм пĕчĕк чухне. Пит çинчи чĕкеç шатрисене уйрăмах чăтма пултараймастăм. Хытанка та тăрнаккай, çинçешке ал-ураллă пулни пушшех те тарăхтаратчĕ. Хама чи хитре мар хĕрсен шутне кĕртнĕ эпĕ ялан. Каçхине клуба тухсан мана никам та вальс ташлама чĕнсе курман, никам та ăсатса яман.

Упăшка теприн патне пăрахса кайни шăп ултă çул çитрĕ. Çав кунранпа эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Ачана ашшĕсĕр ÿстерме çăмăл мар. Куç хывакансем пур мана та, анчах та вĕсем е çемьеллĕ, е сипленсе вăхăтлăха ĕçме пăрахнă. Мĕн пытармалли, ун пеккисенчен пархатарĕ сахал, ик-виç уйăхран каяллах ĕçке ярăнаççĕ. Чылайăшĕн арăмĕнчен вăрттăн теприн патĕнче канас килет. Мана вара вăхăтлăх арçын кирлĕ мар. Никам еркĕнĕ те пулас килмест.

Subscribe to АЛЕНА