Александр Васильев

Ялсенче тăтăшах пулма тивет. Улшăнчĕ чăваш ялĕ, эх, улшăнчĕ! Çĕнетÿ тапхăрĕ пĕтерчĕ те чăваша, халĕ те тăна кĕрсе урăлса пĕтеймест вăл. Арçынсем пирки-ха сăмахăм. Çĕршыв тăруках урăх çулпа аталанма пуçласан çухалса кайрĕç вĕсем. Вăйсăрланчĕç. Пурнăç тутине çухатрĕç. Вулакан çав тапхăра лайăх астăвать пулĕ: хĕрарăмсем мăн сумкăсем сĕтĕрсе пасара çÿреме пуçларĕç. Ырăран мар, паллах, ачи-пăчине ÿстермелле-çке-ха.

Аллăмра - капăр хуплашкаллă хитре кĕнеке, «Александр Беляев. «Доуэль профессор пуçĕ», «Амфиби çын». Вăл «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухнă. Фантастика романĕсене вырăсларан чăвашла Алексей Леонтьев куçарнă. Çак кĕнекепе куçаруçă çĕнĕ ярăм - «Ачасен ылтăн вулавăшĕ» - пуçланă.

Subscribe to Александр Васильев