Александр ИВАНОВ. Шупашкар хули.

Çеменпе Укахви Карповсен тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Пурте Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕррехинче уяв сĕтелĕ хушшинче ашшĕ çут тĕнчерен уйрăлас умĕн кил-çуртне кама халалласа хăварас пирки сăмах хускатрĕ.

— Эпĕ малтан кашнин патне хăнана çитсе килем-ха. Хăшĕ лайăхрах сăйлать — çурта ăна халаллатăп, — терĕ кил хуçи.

— Халала черккепе çыхăнтарни килĕшÿллех мар, — хирĕçлерĕ арăмĕ, упăшкинчен вунă çул кĕçĕнрехскер.

Александр ИВАНОВ. Шупашкар хули.
Subscribe to Александр ИВАНОВ. Шупашкар хули.