Ача-пăча кĕнеки - воспитани хатĕрĕ е вăйă-кулă?

Ача-пăча литератури пирки сăмах пуçарсассăн вуншар ыйту çуралать: мĕнлерех пулмалла-ха унăн, мĕн пирки тата еплерех çырмалла, шăпăрлансемпе çамрăксен кăмăлне мĕнле çавăрмалла? Ку ыйтусем ытларах чухне поэтсемпе прозаиксене аптăратаççĕ тĕк ашшĕ-амăшне урăхлараххисем канăçсăрлантараççĕ: мĕнле кĕнекесем сĕнмелле-ха ывăл-хĕре, хăш автор хайлавĕсем интереслĕ те, усăллă та, произведени шухăшне тĕрĕс ăнланĕ-ши пĕчĕк вулакан?.. Вĕрентекенсен те хăйсен тĕллевĕ-сем. «Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ», - тени вĕсемшĕн ăс-тăнра çирĕпленнĕ, анлă сарăлнă ваттисен сăмахĕ кăна мар, пурнăç девизĕ те.

Subscribe to Ача-пăча кĕнеки -  воспитани хатĕрĕ е вăйă-кулă?