Автономи тилхепи - Евгений Морозовра

22 Раштав, 2015

Тутарстанри Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче ТР ЧНКА Канашĕн пухăвĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çулталăк вĕçĕнче ЧНКА Канашĕ пурнăçланă мероприятисене пĕтĕмлетет. Хальхинче те çаплах пулчĕ.

Шел те, икĕ-виçĕ мероприятие çитес çула хăварма тивнĕ. Сăмахран, Нурлат районĕнче йĕркелеме палăртнă кĕрешĕве пуш уйăхне куçарнă, «Чăваш пики» конкурса - нарăс уйăхне. «Чи лайăх чăваш ялĕ» тата «Чи лайăх чăваш шкулĕ» конкурссем çинчен те манман. Заявкăсем панă вырăнсене çитсе курасшăн, 2016 çул пуçламăшĕнче пĕтĕмлетÿсем тăвасшăн.

Пухăвăн иккĕмĕш ыйтăвĕ - 2016 çулхи мероприятисем. Кунта, паллах, тĕрлĕ сĕнÿ пулчĕ: йăлана кĕнисене малалла тăсасшăн тата çĕнĕлĕхсем те кĕртесшĕн. Вĕсен планĕпе çитес çул пуçламăшĕнче паллашăпăр.

Кăçалхи юпа уйăхĕнче ТР ЧНКА председательне Константин Яковлева ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Çавăнпа та 2016 çулхи чÿк уйăхĕнчи отчетпа суйлав конференцийĕччен ТР ЧНКА председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама Евгений Морозова сĕнчĕç.

Евгений Морозов 1985 çулта Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралнă. Хĕсметре тăнă. Елабуга патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн гимназире ĕçленĕ. Аксу районĕн вĕрентÿ пайĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ. Шăпа Анат Кама хулине илсе çитернĕ. Унта 34-мĕш гимнази директорĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра Евгений Анатольевич Анат Камăри 16-мĕш шкулта физика вĕрентет. Анат Кама хулин ЧНКЦ пайташĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл ÿстереççĕ.

ТР ЧНКА ыйтăвĕсемпе Вера Юнусова та ĕçлĕ. Вера Михайловнăна ТР ЧНКА ĕçтăвкомĕн вăхăтлăх пуçлăхĕ турĕç.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан

Рубрика: