Аварире улттăн вилн.

1 Авăн, 2015

Инкек шăматкун ирхине 6 сехет те 40 минутра федерацин М-7 трассин 722-мĕш километрĕнче Куславкка районĕнчи Йĕршер ялĕ патĕнче пулнă. Унта виçĕ автомобиль çапăннă.

ЧР Шалти ĕçсен министерстви малтанхи тĕпчев кăтартăвĕсене тĕпе хурса пĕлтернĕ тăрăх - авари «Москвич» водителĕн айăпĕпе пулнă. Вăл çул пăрăнакан вырăнта трассăн сулахай енне тухнă май хирĕç килекен «Рено» фурăпа çапăннă. Çăмăл машина çурмалла пайланса арканнă, йывăр грузовик вара çулăн тепĕр енне сулăнса кайнă май «Москвич» хыççăнах пынă «Шевроле-Лачетти» автомобиль çине пырса кĕнĕ. «Москвичпа» çула тухнă Тутарстан çыннисем тăваттăн /çемйипех - çитĕннĕ виçĕ çын тата çул çитмен пĕр çамрăк/ çавăнтах вилнĕ. Тутарстан номерĕллĕ «Шевроле» водителĕпе пассажирĕ те вилмеллех суранланнă. Аманнă тепĕр пассажира больницăна ăсатнă.

Ĕç-пуçа тĕпчеççĕ. Çак тĕслĕхпе «çул-йĕр правилисене пăснă май асăрханмасăр икĕ е ытларах çынна вилĕм кÿнĕшĕн» уголовлă ĕç пуçарнă.

К.НИКОЛАЕВ.

Рубрика: 
Автор: