Аукционсем - кĕр-кĕрр!.. Мĕншĕн?

13 Раштав, 2014

Кайăкçă лаптăкĕсемшĕн

2010 çулччен саккуна пăсса валеçнĕ кайăкçă вырăнĕсене ЧР Арбитраж сучĕ арендаторсенчен туртса илнине «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. Çывăх вăхăтра вĕсене каллех тара парĕç. Ку ĕçе мĕнле пурнăçласшăн-ха. ЧР чĕрчун тĕнчин об<екчĕсемпе вĕсем пурăнакан çĕре сыхлас, тĕрĕслес тата чĕрлĕхпе усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир КУЗЮКОВ хуравлать.

- Нумаях пулмасть пĕрремĕш аукцион иртрĕ, - тет Владимир Николаевич. - Етĕрне районĕнчи Сучково сунар лапкăшне 49 çула тара пама палăртатпăр. Унăн аукционччен пĕлтернĕ хакĕ - 82 пин тенкĕ. Кĕмĕл пĕтĕмпех федераци хыснине кайĕ, асăннă хутлăхра сунар хуçалăхĕ ĕçлеме пуçласан республика бюджетне налук куçса тăрĕ. Аукциона юридицин 11 сăпачĕ, вăл шутра Самарти «Дрофа» общество та, хутшăнчĕ. Бюджета 10 млн тенкĕ ытла хывма шантарса çĕнтерчĕ. Декабрĕн 18-мĕшĕччен çав укçана хывмасан служба обществăпа килĕшÿ тумĕ.

- Суд сунар вырăнĕсене мĕншĕн салатнине аса илеймĕр-и?

- Службăн ун чухнехи ертÿлĕхĕ вĕсене арендаторсене тара парассине информацин йышлă хатĕрĕнче малтан пĕлтермесĕрех валеçсе саккуна пăснă. Эпир ăна çирĕп пăхăнатпăр. Аукцион йĕркелессине Раççей тата республика шайĕнчи сайтра саккунра палăртнă вăхăтра хыпарларăмăр. Унта хутшăнас текенсем пирĕн специалистсемпе кирек хăçан та калаçма пултараççĕ. Хаклашупа çыхăннă пур ыйтăва та служба сайтĕнче хуравланă.

- Арендаторсенчен туртса илнĕ лаптăксене мĕншĕн тепĕр хут çийĕнчех валеçмен?

- Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене тепĕр хут шанса париччен Миас хулинчи Урал экологи компанине сунар лапкăшĕсене палăртмалли, вĕсене сыхламалли, кайăкçă обћекчĕсемпе усă курмалли схема тутартăмăр, ăна Раççей Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинче çирĕплеттертĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçласа çулталăк ытла иртрĕ.

- Ӳлĕм кайăкçă лаптăкĕ миçе пулĕ?

- Суд йышăну кăлариччен 50 ытлаччĕ, халĕ - 25. Аукционсем йĕркеллĕ вĕçленсен тата 17 хушăнĕ, пурĕ 42 пуласса шанатпăр. Арендаторсем республикăри сунар вырăнĕсен 70 проценчĕпе усă курĕç. 30 процентне тара памастпăр. Çак лаптăкра кашни кайăкçăна сунарта çÿреме ирĕк паратпăр. Арендаторсен лаптăкĕнче чĕрчун тытнăшăн ăна тара илнĕ организацие, иккĕмĕшĕнче патшалăха укçа тÿлемелле. Иккĕмĕш аукционăн Вăрнар районĕнчи сунар вырăнĕн арендаторне палăртмаллаччĕ. Анчах унта çÿлерех асăннă «Дрофа» общество та хутшăнма кăмăл турĕ, федераци бюджетне 1,5 млн тенкĕ хывма шантарса çĕнтерчĕ. Эпир кÿршĕ регионсен чĕрчун тĕнчине хÿтĕлекен службисемпе телефонпа çыхăнса вăл 10 ытла субћектра сунар вырăнне тара илессишĕн аукциона хутшăнса çĕнтернине, анчах пĕр службăпа та чĕрчун ĕрчетесси пирки килĕшÿ çирĕплетменнине пĕлтĕмĕр. Общество аукцион иртнĕ хыççăн икĕ эрне хушшинче çав укçана хыснана куçармасан служба унпа килĕшÿ тумĕ. Аукционра иккĕмĕш вырăн йышăннă организаци ертÿçисемпе ăна çирĕплетесси пирки калаçăпăр.

- Иртнĕ çулсенче арендаторсенчен хăшĕ-пĕри чĕрчуна ĕрчетессипе, вĕсене тытма май туса парассипе, туризма йĕркелессипе начар ĕçлерĕ. Сунар вырăнĕ çĕнĕ арендаторсемшĕн те çемйине, тус-тантăшне, бизнесри ĕçтешĕсене канмалли вырăн кăна пулса тăмĕ-ши?

- Уйрăм çынсене çеç ырлăх кăтартмăпăр. Сунар лаптăкĕсем - Раççей Федерацийĕн харпăрлăхĕ. Вĕсенче сунар обћекчĕ шутланакан чĕрчунсене ĕрчетме, республикăра пурăнакансемшĕн кану вырăнĕ тума, вĕсемпе сунарçăсене усă курма парăпăр. Çак тĕллеве пурнăçламасан, эпир асăрхаттарнине шута илмесен лаптăка суд йышăнăвĕпе туртса илĕпĕр.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.