«Атя, лартса каятăп!»

20 Юпа, 2015

Лайăх пĕлмен çын машинине ларма юрамасть тенине çак тĕслĕх питĕ лайăх çирĕплетет. Юрать-ха, ку хутĕнче ĕç-пуç пысăк инкекпе вĕçленмен...

Следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи пайĕ 25 çулти Шăнкăртам каччи тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Пăтăрмах вара май уйăхĕн 11-мĕшĕнче кăнтăр кунĕнчех пулнă. Çав кун ÿсĕр çамрăк машинăпа пынă май Тăрăн ялĕ çывăхĕнче çул хĕррипе утакан çынна асăрхаса чарăннă. 24 çулти хĕре вăйпах сĕтĕрсе илсе машинăна лартасшăн пулнă. Анчах тепĕр автомобиль çывхарни курăнса кайнă та - пуçтах кунтан пăрахса тарнă.

Çапах усал шухăшĕ сĕвĕрĕлмен çав. Тепĕр 10 минутранах Шăнкăртам ялĕнче кÿршĕ яла илсе çитеретĕп тесе вăл 29 çулти хĕрарăма машинăна лартнă. Анчах транспорт хатĕрĕ хире çул тытнă. Водитель унта пассажира хĕненĕ, вĕлерессипе хăратса ăна мăшкăллама тăнă. Çапах хĕрарăм маххă паман - хирĕç тăнă. Тахăш самантра вăл пĕлĕшне шăнкăравласа пулăшу ыйтма, тарма пултарнă. Пуçтах çамрăк вара - ун хыççăн машинăпа!

Хăваласа çитнĕ пулсан мĕн тăватчĕ-ши - калама та хĕн, анчах çав самантра çывăхри автоçулпа тепĕр машина иртни курăнса кайнă. Каччă хĕр шăнкăравласа чĕннĕ çынсем килсе çитрĕç пуль тесе хăраса ÿкнĕ те - тарнă. Хĕрĕн машинăра юлнă сумки те /унта 15 пин тенкĕ укçа пулнă/ пĕрлех кайнă.

Следователь ыйтнипе çамрăк çынна ун чухнех хупса хунă. Следстви иккĕленмест: унăн айăпне ĕнентермешкĕн материал çителĕклĕ. Çавна май вăл кĕçех суд умне тăрĕ. Çакна та палăртмалла: ÿсĕрскере тытса чарсанах вăл медицина тĕрĕслевне кайма килĕшмен. Çавăнпа ăна административлă майпа 30 пин тенкĕлĕх штрафланă, çулталăк çурăлăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă. Умра вара - уголовлă яваплăх.

Рубрика: