Аттепе анне пулсассăн...

12 Пуш, 2016

Хисеплĕ редакци! Çырăвăма хамăрăн юратнă кăларăм çинчен ырă сăмах каланинчен пуçлас килет. Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнче "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата питĕ юратса вулаççĕ. Эпир мăшăрпа çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра пурăнатпăр, çуралнă кĕтесе тăтăшах çÿретпĕр. Эпир яла пынă çĕре атте "Чăваш хĕрарăмĕн" кашни номерне ятарласа пуçтарса хурать - хăйне килĕшнĕ статьясене пире вулаттармашкăн. Çапла республикăра, тĕрлĕ районта мĕн пулса иртнине хĕрарăмсен кăларăмĕ урлă пĕлсе тăратпăр.

Юратнă атте-анне çинчен те кăштах каласа кăтартас килет. Вĕсенчен чи çывăх çын урăх никам та çук-çке! Атте-аннеллĕ çынран телейлĕреххи кам пултăр. Вĕсен ватлăхĕ канлĕ, ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе тем тума хатĕр те çав...

Манăн аттепе анне, Алексей тата Раиса Федоровсем, иккĕшĕ те Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Атте пĕчĕк чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Çемьере арçынсенчен асли пулнă пирки пĕтĕм йывăр ĕç ун çине тиеннĕ. Шкултан вĕренсе тухсан вăл механизатора вĕренме кайнă. Вăхăт çитсен хĕсметре арçын тивĕçне пурнăçланă. Атте ял канашĕн пуçлăхĕнче те вăй хунă. Эпир ÿснĕ вăхăтра "Таутово" колхоз ячĕ таврара кĕрлесе кăна тăратчĕ. Атте унта механизаторта тăрăшнă. Тыр-пул пиçсе çитсен комбайнпа хире тухатчĕ.

...Паянхи пекех пĕр ÿкер­чĕк куç умĕнче. Пирĕн пÿрт тăррине хăпарсан атте тытса пыракан хир карапĕ епле шунине курма пулатчĕ. Малтан - анне, ун хыççăн эпир те тăтăшах хăпараттăмăр çавăнта, атте мĕнле ĕçленине пăхаттăмăр. Тепĕр чухне /ах, инкек!/ комбайн шумастчĕ, пĕр вырăнтах тăратчĕ. Анне вара тÿрех кулянса ÿкетчĕ: "Мĕн пулчĕ-ши, çĕмĕрĕлсе каймарĕ пуль?" - тетчĕ... Лайăх ĕçлекенсене, малта пыракансене хавхалантармалли мел те пурччĕ - комбайн çине çăлтăрсем ÿкеретчĕç. Аттен кашни çăлтăр хушăнмассерен хамăра, ачисене, панă пек савăнаттăмăр. Ĕмĕр тăршшĕпех тăрăшса ĕçленĕ атте халĕ тивĕçлĕ канура.

Аннен те пурнăç тути-масине ачаллах тутанма тивнĕ. Вăл виçĕ çулта чухне пиччĕшĕпе иккĕшĕ тăлăха тăрса юлнă. Çывăх çыннăм хăйĕн ĕмĕрĕнче "атте", "анне" тесе каласа курман... Вăрçă вăхăтĕнче, паллă, никама та çăмăл пулман. Анчах та тăлăх шăпи тата йывăр çаврăнса тухнă. Юрать хамăр районти Ураскилтре пурăнакан аннен амăшĕн аппăшĕ хĕрхеннĕ, тăлăха хăйĕн хÿттине илнĕ.

Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн анне тăван тăрăхра тытăнса тăрас темен, вербовкăпа тухса кайнă, çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕрте ĕçленĕ. Нумай хулара пулса курма тÿр килнĕ унăн. Хĕр çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕрте вăй хунине пĕлсен манăн пулас атте ăна пулăшма тĕв тунă, инçе çĕре тăтăшах кая-кая килнĕ. Çуралнă кĕтесрен аякра, ют çын хушшинче пĕр ялти каччăна курсан анне савăннă паллах.

Пĕр вăхăтран хĕр тăван тăрăха таврăннă. Атте çакна пĕлсен ирех, хĕвел тухнă-тухманах, ун патне евчĕ янă. Хĕвел аниччен евчĕ хĕре çураçса та хунă, анне аттепе çемье çавăрма кăмăл тунă.

Аттепе анне пĕрлешнĕренпе аллă çул та çитрĕ, ылтăн туй та кĕрлесе иртрĕ. Хайхи евчĕ, Мари мăнак, паян та ырă-сывах пурăнать-ха. Ылтăн туйра вăл çур ĕмĕр каяллахине аса илчĕ, ваттисен йăлипе аттепе аннене çăкăр-тăварпа тепĕр хут пиллерĕ, ырă та ăшă сăмахсем каларĕ. Уява ялти çамрăксем те хутшăнни савăнăç кăмăлĕ парнелерĕ. Маттур та пултаруллă Шураçсем "Уяв” ушкăн йĕркеленĕ. Хĕрарăмсем хĕр илме каймалли капăр тумтирсем тăхăнсах пынă. Чăн-чăн туй, ылтăн туй, кĕрлерĕ çак кун пирĕн килте...

Çапла, çур ĕмĕр те иртрĕ унтанпа. Эпир те, атте-аннен тăватă ачи, ÿссе çунат сартăмăр. Кашнинех вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç вĕсем. Шел, пурин те такăр пулмарĕ çав çул... Аслă ывăлне Витьăна юлашки çула ăсатма тиврĕ çывăх çыннăмсен, усал чире парăнтараймарĕ пиччем. Хуйхă атте-анне сывлăхне хавшатрĕ. Çапах та пурнăç малалла. Ачисемпе, кинĕ-кĕрÿшĕпе, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать паян атте-анне. Шăпах вĕсем, çамрăксем, йăх тăсăмĕ. Çак çыхăну нихăçан та ан татăлтăр.

Çак çыру айне Шураçри кашни çын алă пусма хатĕррине шанса - Ольга ФЕДОРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.