Атлетсем старта тухаççĕ

15 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика турнирĕ старт илет.

Пĕтĕм Раççейри спорт мероприятийĕсен календарьне 2013 çулта кĕртнĕ ăмăртăвăн статусĕ кăçал çĕнелчĕ: вăл «Раççей гран-прийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ» хушма ят илчĕ. Унта яланхи пекех çĕршыври чи ăста та пултаруллă атлетсем хутшăнĕç, вĕсем тĕрлĕ дистанципе /800 тата 3000 м/ секторсенче /шăчăпа сиксе, йĕтре тĕртсе/ мала тухассишĕн вăй виçĕç. Спортсменсене унчченхи пекех икĕ ушкăна - «Элита» тата «Ылтăн резерв» /20 çула çитмен юниорсем/ - пайлĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломпа, медальпе, кубокпа чыслĕç тата хавхалантару премийĕ /10 пин тенкĕ/ парĕç.

Шăчă секторĕнче Чăваш Ен чысне Европа чемпионачĕн икĕ хут çĕнтерÿçи, тĕнче чемпионачĕн призерĕ Анжелика Сидорова хÿтĕлĕ. Вăл çĕршыври тепĕр паллă спортсменпа Ангелина Красновăпа тупăшĕ.

А.ПЕТРОВ.

Рубрика: