Атьăр спектакль курма!

21 Авăн, 2015

Кĕçнерникун, авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче черетлĕ 83-мĕш сезон уçăлчĕ. 13 сехетре артистсем ачасем валли «Ванюк ĕçе хăнăхать» юмах кăтартрĕç. Авторĕ - Владислав Николаев. Унта çуллахи каникул вăхăтне сăнланă. Ял пурнăçĕ, хуларипе танлаштарсан, урăхларах иккен. Çакна арçын ача хăвăртах ăнланса илет. Çăкăр, Сĕт, Çĕрулми, Колорадо нăрри ăна ĕçе хăнăхма пулăшаççĕ.

Каçхине Анатолий Хмытăн пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Çерем çинчи çиçĕм» спектакль пуçланчĕ.

Вырсарникун Çамрăксен театрĕ ача-пăча валли пысăк уяв йĕркелесшĕн. Куракансем асамлăхпа çулçÿрев, ырăпа усал, тупмалли юмахсемпе вăрттăнлăх тĕнчине лекĕç. Уяв программине ача-пăча чи лайăх спектаклĕсен - «Кот в сапогах», «Клочки по закоулочкам», «Мымренок», «Когда поют светофоры», «По зеленым холмам океана», «Один дома» - сыпăкĕсене кĕртнĕ. Юмах тĕнчи 12 сехетре хăйĕн алăкне уçса ярĕ.

Авăн уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче çакăнтах театр педагогики енĕпе семинар иртĕ. Искусствоведени кандидачĕ, «Театр педагогики» методика пособийĕн авторĕ Ольга Андрейкина тата ача-пăча психологĕ Ольга Шевнина ăсталăх класĕсем йĕркелĕç. Ку проекта Театр институчĕ пуçарнă. Вăл куракансемпе хутшăнма май парать. Хальлĕхе çакнашкал тренинг Раççейĕн 10 хулинче иртнĕ.

Сăмах май, Çамрăксен театрĕ РФ Культура министерствин тепĕр грантне çĕнсе илнине палăртса хăварас килет. «Театрин» проекта пурнăçа кĕртнĕ май артистсем сусăрсене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене, ватă çынсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Сцена ăстисем Шупашкарти Ача çуртне, Етĕрне районĕнчи Тептĕри ватăсемпе сусăрсен çуртне çитсе килнĕ.

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ 56-мĕш сезонне «Нарспи» спектакльпе пуçларĕ. Театр хăйне май акци ирттерет. Артистсене чечек çыххи парнелекенсене курав залне уйăх тăршшĕпех тÿлевсĕр кĕртĕç.

Марина ГРИГОРЬЕВА хатĕрленĕ.

Рубрика: