"Атăлçи уй кунĕ"
8 Jul, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чулхула облаçĕнче командировкăра пулнă май "Атăлçи уй кунĕ-2015" форума хутшăннă.

Округра çулсеренех йĕркелекен "Атăлçи уй кунĕ" агропромышленноç форумĕ кăçалхипе 6-мĕш хут иртнĕ. Кăçал унта Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министрĕ Александр Ткачев, Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, округри регионсен ертÿçисем, федераци тытăмĕсемпе аталану финанс институчĕсен представителĕсем, çавăн пекех ФАО пĕтĕм регионĕсенчи ялхуçалăх таварне туса илекенсем хутшăннă. Форум вăхăтĕнче ФАО агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен эксперт Канашĕн ларăвĕ иртнĕ, унта отрасль аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Унсăр пуçне АПК сферинчи, апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноçри çитĕнÿсен, çавăн пекех ăратлă чĕрчунсен тата ялхуçалăх техникин куравĕ иртнĕ.

Выставкăна Чăваш Енри ялхуçалăх таварне туса илекенсем те хутшăннă. Чăваш Республикине халалланă стенд апат-çимĕç тата тирпейлекен чи лайăх предприятисем - "Акконд" АУО тата "Шупашкарти сăра хатĕрлекен "Букет Чувашии" фирма" АУО - кăларакан изделисен ассортименчĕпе паллаштарнă, çавăн пекех "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ", "Шупашкарти "Вавилон" макарон-кондитер фабрики", "Шупашкарти аш-какай комбиначĕ" обществăсен продукцине тутанса пăхнă. "Чебокомплект" тата "Агромашхолдинг" предприятисем, Ю.А.Тимофеевăн хресчен-фермер хуçалăхĕ техникăпа оборудованин хальхи çитĕнĕвĕсен куравне хутшăннă.

 

И.НИКОЛАЕВА