Атăлçи тăрăхĕнчи "Зарницăра" Чăваш Ен çĕнтернĕ

17 Авăн, 2017

Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем Оренбургра иртнĕ "Зарница" çарпа спорт вăййисене хутшăннă. Унтан Чăваш Ен команди çĕнтерÿпе таврăннă. 

Ачасем ишсе те, граната ывăтса та, чупса та, вăй-хал гимнастикипе те,  Калашников автомачĕн макетне сÿтсе тата пуçтарса та, пневматика пăшалĕнчен персе те тупăшнă. Ишессипе тата автомат сÿтсе пуçтарассипе Чăваш Енри яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа никам та çитеймен. Ытти ăмăртура та вĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнса пынă.

Командăн çитĕнĕвне пĕтĕмĕшле хакласан иккĕмĕшĕнче - Пенза тăрăхĕнчи ачасем, виççĕмĕшĕнче - Оренбургрисем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас