Аталану çулĕпе малалла утмалла

9 Утă, 2015

Пирĕн республикăна çак кунсенче ĕçлĕ çÿревпе Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин тĕп онкологĕ, Н.Н.Блохин ячĕллĕ РОНЦ директорĕ, РАН тата РАМН академикĕ, медицина ăслăлăхĕн докторĕ Михаил Иванович Давыдов профессор пулчĕ.

Мускав хăни чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕпе Алла Самойловăпа курнăçрĕ.

Июлĕн 8-мĕшĕнче Михаил Игнатьев тата Михаил Давыдов «Республикăри онкологин клиника больници» БУн диагностика корпусĕнче çитсе курчĕç, компьютер тата магнитпа резонанс томографийĕн кабинечĕн, радионуклид диагностикин, эндоскопин шалти диагностикин уйрăмĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, усал шыçăпа чирлĕ хĕрарăмсене психологи пулăшăвĕ паракан центрăн релаксаци тата психологи тренингĕсен пÿлĕмне, сиплев физкультурин залне хакларĕç.

Асăннă кун онкологи диспансерĕн коллективĕшĕн тепĕр пулăмпа асра юлчĕ - диагностика корпусĕнче телемедицина центрĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Ăна уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Михаил Игнатьев, Михаил Давыдов тата Алла Самойлова хутшăнчĕç, хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Телемедицина центрне презентациленĕ май диспансерăн тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева унăн мелĕсемпе программа тивĕçтерĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Çавăнтах телемедицина сечĕ урлă Çĕрпÿ районĕн тĕп больниципе тата Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи наука центрĕпе курав конференцийĕ йĕркелерĕç, специалистсем пĕр-пĕринпе канашласа илме пултарчĕç.

Лидия Воропаева шухăшĕпе - хальхи йышши çакнашкал çыхăну пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен рентген ÿкерчĕкĕсене тишкернĕ май хăшпĕр саманта уçăмлатма, куçпа курма çуккине ăнлантарса пама тивет. Кун пек чухне çĕршыври ятлă-сумлă ăсчахсемпе канашлани сиплевçĕсемшĕн те, пациентсемшĕн те усса каймалла.

Михаил Игнатьев медицина учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. «Паян пирĕн пата патшалăхпа общество деятелĕ, çĕршывра кăна мар, тĕнчере те ят-сум çĕнсе илнĕ паллă ăсчах Михаил Давыдов профессор килсе курма кăмăл турĕ. Раççейĕн тĕп онкологĕ Чăваш Енри онкологи учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленни, сирĕн ĕçĕре пысăк хак пани тата диспансер хирургĕсемпе пĕрле чирлисене операци тумашкăн хутшăнни ăнтăлăва татах ÿстерет», - терĕ вăл.

Медицина статистикин çирĕплетĕвĕпе - усал шыçăллă кашни иккĕмĕш çынна диспансеризаци вăхăтĕнче тупса палăртаççĕ. Вĕсене малалла сиплесси - онкологсен тивĕçĕ. Çавна май Михаил Игнатьев тухтăрсемпе медицина сестрисене пациентсен кăмăлне çĕклемелли, чунĕсене ăшăтмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.

«Çакна пурнăçламашкăн пĕр пус та тăкакламалла мар. Ырăрах, ăшпиллĕрех кăна пулмалла. Пысăк технологиллĕ пулăшупа тивĕçтерсе, сирĕн чунăр çепĕçлĕхне парнелесе çĕр-çĕр çыннăн кунçулне çăлса хăварма май килет», - терĕ вăл сиплевçĕсене пархатарлă ĕçĕшĕн тав туса.

Михаил Давыдов профессор - Шупашкарта пĕрремĕш хут. Хула ăна илемĕпе, таса сывлăшĕпе тыткăнланă. Ĕçтешĕсемпе те кăмăллă вăл.

«Медицина учрежденийĕсенче пултăм, сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Алла Самойловăпа, онкологи диспансерĕн ертÿçипе Лидия Воропаевăпа калаçрăм. Чăваш Енĕн сывлăх хуралĕнче умри тĕллевсене татса пама пултаракан конструктивлă тытăм чăмăртаннине туйса илтĕм. Диспансер хирургĕсемпе пĕрле ĕçлеме тиврĕ. Вĕсен квалификаци шайĕпе кăмăллă эпĕ. Кадрсем ăста та пултаруллă, пурлăх никĕсĕ çирĕп - пациентсене пулăшупа тивĕçтерес енĕпе Чăваш хутлăхĕ Европа стандарчĕсене çитессе шанма пулать. Манăн шухăшпа - асăннă клиника учрежденийĕ - Раççей Федерацийĕнче чи лайăххисенчен пĕри , - пĕлтерчĕ Мускав хăни. - Аталану çулĕпе малалла утмалла. Ку енĕпе республика ертÿлĕхĕ пулăшса тăма шантарчĕ».

Ĕçлĕ çÿревĕн иккĕмĕш кунĕнче Михаил Давыдов профессор Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи наука центрĕн ертсе пыракан специалисчĕсемпе пĕрле республикăри диспансерта усал шыççа операци туса сиплес енĕпе Онлайн мелĕпе ирттернĕ мастер-класа акт залне трансляциленĕ май ăна Чăваш Енри медицина организацийĕсен 100 ытла хирургĕ сăнаса тăма пултарчĕ.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: