Аталанăвăн анлă çулĕпе утать Шупашкар районĕ

2 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев иртнĕ шăматкун тăван Шупашкар районĕнче пулчĕ, кунти хуçалăхсен кĕрхи ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, социаллă обCектсем уçрĕ, ял старостисемпе канашларĕ, Кÿкеç поселокĕнче пурăнакансене уявпа саламларĕ.

Кăшавăшсем ÿркенмеççĕ

"Приволжское" вĕренÿ хуçалăхĕ" АУОра çав кун Сопаккасси ялĕ енчи йĕтем çинче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхне тасатса-тирпейлесе кĕлете хыватчĕç. Районта чи малтан вырнаçтарнă газ çунтарса типĕтекен агрегат Кăшавăшсен ĕç-хĕлне чылай çăмăллатать. Акционерсен обществи элита вăрлăхпа ĕçленĕрен сортсене çĕнетсех тăрать, пысăк тухăçлă культурăсен паха сорчĕсене çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен кÿрсе килсе малтан хăйĕн патĕнче сăнаса пăхать, чи лайăххисене ытти хуçалăха туянма сĕнет. Хуçалăх директорĕ К.Григорьев пĕлтернĕ тăрăх - уй-хирти кĕрхи ĕçсене вăхăтра, технологие çирĕп пăхăнса пурнăçлани çитес çулхи тухăç та пĕчĕк пулмассине çирĕплетет. "Пĕлтĕр эпир 800 тонна элита вăрлăх сутрăмăр. Пахалăхĕ лайăх, клейковина 27 процентран кая мар. Кăçал сутлăх хакĕ пĕчĕк мар, туянас текен те йышлă, заказсем татах килеççĕ", - каласа кăтартрĕ хуçалăх директорĕ Константин Владимирович. Ку - хуçалăхăн ĕçĕн пĕр енĕ кăна. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме те ăста кунта.

Михаил Игнатьев аграри ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май тата тăрăшуллăрах ĕçлеме сунчĕ. Çĕр ĕçченĕсене хавхаланмалăх сăлтав та пур: кăçал Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарма 2,7 млрд тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ çитнĕ.

Мул - вăхăтлăх, ăс - ĕмĕрлĕх

Аякран вăл анлă тинĕсри илемлĕ карап евĕр туйăнать - капмар, мăнаçлă... Пĕлÿ çурчĕн çавăн пек пулмалла та. Янăшри пĕтĕмĕшпе пĕлÿ паракан вăтам шкул - шăпах çавăн йышшисенчен. "Республикăра хальлĕхе ун пекки урăх çук", - çакăн пек хаклав пĕр хут çеç мар янăрарĕ ăна хута янă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăра /сăнÿкерчĕкре/.

Шкулăн çĕнĕ çуртне Чăваш Республикин "Вĕрентĕве 2012-2020 çулсенче аталантарасси çинчен" патшалăх программипе килĕшÿллĕн "Шыгырданы" ТПК" ООО строителĕсем кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа çĕкленĕ. Строительство ĕçĕсене 295,7 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, оборудовани туянса вырнаçтарма 6,6 млн тенкĕ тăкакланă. "Кун пекки хальлĕхе çук-ха" тесе ахальтен палăртмарăмăр. Мĕншĕн тесен асăннă шкул - вĕренÿ корпусĕсенчен, шкул умĕнхи ачасем валли хăтлăлатнă тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пÿлĕмсемлĕ хушма çуртран, спорт залĕсенчен тата ытти вунна яхăн хушма çуртран тăракан пысăк комплекс. Шкулта кăçалтан 165 ача пĕлÿ илме тытăнĕ, ача садне 40 "шĕвĕркке" çÿрĕ. Çитĕнсе пыракан ăру валли пĕлÿ илме, сывлăхне çирĕплетме, пултарулăхне аталантарма мĕн кирли пурте пĕр вырăнта: икĕ бассейн, çутă, таса, хăтлă классем, кану пÿлĕмĕсем, стадион, хоккей площадки... Пурне те асăнса пĕтереймĕн!

Михаил Игнатьев шкулăн çĕнĕ çуртне ахальтен мар пĕлÿ храмĕпе танлаштарчĕ: "Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн эпир çитĕнекен ăру валли паха парне хатĕрлерĕмĕр. Кунта ăс-тăн енчен те туллин аталанма пĕтĕмпех çителĕклĕ, сывлăха çирĕплетме те пурте пур. Ан ÿркен кăна, тăрăшсан эсир те аçăр-аннĕре çĕнĕ ÿсĕмсемпе, лайăх кăтартусемпе савăнтарăр. Шкула пĕтĕмĕшле туса пĕтерме 300 млн тенкĕ ытла тăкакларăмăр. Ачасен пуласлăхĕшĕн пысăк инвестицисем хывма шел мар..." - терĕ вăл.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов асăннă проектпа Раççей тата ытти регионти Вĕрентÿ министерствисем те кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Республикăра ача сачĕсен ыйтăвне ăнăçлă татнă хыççăн шкулсен çĕнĕ çурчĕсене тума тытăнма палăртнă. Янăшри - пĕрремĕшĕ. 2030 çул тĕлне республикăри хуласемпе ялсенче çакăн пекки 30 шкул пулĕ. "Ачасен шучĕ ÿссе пыни пысăк шанăç кÿрет. Кăçал пĕлтĕрхинчен 3 пин ытла ача пуçласа партăсен хушшине ларĕ", - терĕ вĕренÿ министрĕ.

Сăмах май, Янăшри вăтам шкулта Шупашкар тата Муркаш районĕсенчи 9 ялти ачасем пĕлÿ илме тытăнĕç. Шкул валли кăçал тепĕр çĕнĕ автобус туяннă.

Кĕтнĕ самант çитрĕ

Энтимĕркасси ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ унччен те пулнă-ха. Анчах вăл кивĕ, çĕрĕшнĕ çуртра вырнаçнăран унта пулăшу ыйтса килнисене сиплеме питĕ хĕн килнĕ. Республика ертÿлĕхĕн 100 çĕнĕ ФАП тумалли программипе килĕшÿллĕн çĕнни уçма йышăнни ял çыннисемшĕн, паллах, пысăк савăнăç.

"Ял çыннисене пулăшма эпир социаллă тĕрлĕ программа йышăнатпăр, хамăр çине илнĕ обязательствăсене чыслăн пурнăçлама тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра чылай больницăпа поликлиникăна юсаса хăтлăлатрăмăр. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтартăмăр..." - терĕ Михаил Васильевич ял çыннисемпе тĕл пулса республика ертÿлĕхĕн яла аталантарас тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлĕпе паллаштарса.

Çĕнĕ ФАП икĕ ялти - Энтимĕркассинчи тата Лепетерти - халăха медицинăн малтанхи пулăшăвне парĕ. Ун çумне 300 ытла çынна çирĕплетнĕ. Ăна хута яма республика бюджетĕнчен 3 млн ытла тенкĕ уйăрнă.

Ял старости - пысăк вăй

Обществăшăн, çуралнă кĕтес хăтлăлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан, ялти ятлă-сумлă çын вăл староста. Вырăнта тăвакан чылай ĕç унăн пуçарăвĕпе пулса пырать. Тата ытти ырă сăмаха тивĕçрĕç Шупашкар районĕнчи ял старостисен пухăвне пуçтарăннă хастарсем. Ялсенчи пурнăç тата культура шайне ÿстересси, урам-тăкăрлăка таса тытасси, хытарнă тата асфальт сарнă çулсем тăвасси, ĕçмелли шывпа тивĕçтересси - ял пурнăçĕпе çыхăннă ытти чылай ыйту тавра пычĕ пухура уçă калаçу.

Республика Пуçлăхĕн тивĕ-çĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та вĕсене ырламасăр, тав сăмахĕ каламасăр чăтаймарĕ: "Район аталанать, ÿсет, хăватлăланать, хăтлăланать. Çак ÿсĕмре сирĕн тÿпе пĕчĕк мар..."

Кÿкеç хăнасене пухрĕ

Поселок хăйĕн 270 çулхи юбилейне сумлăн паллă турĕ. Республикăри пур районтан та, унăн тулашĕнчен те хăна-вĕрле йышлă пухăнчĕ уява. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнчи лапамра кашни ял тăрăхĕ хăйĕн кунçулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан "картиш" йĕркеленĕ, сцена çине профессионал артистсем, художество пултарулăх коллективĕсем пĕр-пĕрне улăштарса туха-туха халăха юрă-кĕвĕпе хавхалантарчĕç. Шеп йĕркеленĕ уявра районăн сумлă ентешĕ Михаил Игнатьев та, сăмах май - Михаил Васильевича июнь уйăхĕнче «Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят пачĕç, халăхпа пĕрле савăнчĕ.

- Кÿкеç поселокĕн çыннисем хăйсен хастарлăхĕпе, пу-çарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе яланах палăрнă. Паянхи уява та вĕсем ĕçри çĕнĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç, - терĕ Михаил Васильевич. Вăл Шупашкар районĕн промышленноçри, ялхуçалăхĕнчи, вĕренÿри, культурăри, спортри кăтартăвĕсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ветерансене çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçшĕн тав турĕ.

Кÿкеçсене уявпа çавăн пекех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин конкурент политикипе тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, ытти хăнасем саламларĕç, малашлăха талпăнса утма ырă сунчĕç.

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: