«Атăл» вăйлисене пухрĕ
27 Oct, 2015 | Спорт

"Хыпар" турнирĕ Куславккара 32-мĕш хут иртрĕ

Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ турнира кăçал Куславкка районĕнчи «Атăл» спорт комплексĕ йышăнчĕ. Юратнă хаçатăмăр тухма пуçланăранпа 110 çул çитнине халалланă спорт уявĕ яланхи пекех савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Ăна районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн преподавателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Морскова ертсе пыракан «Подсолнух» ташă ансамблĕ уçрĕ. Çамрăк артистсем куракансене «Сик, тух!» ташăпа савăнтарчĕç.

Турнира сумлă хăнасем йышлăн килнĕ: ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Игорь Солодов, Куславкка район пуçлăхĕ Юрий Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Иван Рожков, Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, РФ пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, ăмăртăвăн тĕп судйи Сергей Кириллов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов, «Куславккасем» ентешлĕхĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕн «Сывă наци» комитечĕн ертÿçи Юрий Зорин, ЧР Спорт ветеранĕсен канашĕн председателĕ Василий Шоркин, РФ спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионачĕн çичĕ хут çĕнтерÿçи Антон Анасенко /Омск облаçĕ/ тата ыттисем.

Чи малтан Сергей Шелтуков министр сăмах илчĕ. Вăл кире пуканĕн спорчĕ çултан-çул вăй илсе пынине, пирĕн республикăра чылай район-хулара тимĕр вăййине юратакансен секцийĕ ĕçленине палăртрĕ. «Юлашки çулсенче чăваш спортсменĕсем Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем туни уйрăмах кăмăла çĕклет. «Хыпар» турнирĕ пирĕн çĕршыври спортсменсен хушшинче хисепре. Унта спортра малтанхи утăмĕсене тăвакан çамрăксем те, пысăк чемпионатсенче çĕнтернĕ кире пуканçăсем те хутшăнаççĕ», - терĕ Сергей Сильвестрович.

Игорь Солодов пирĕн республикăна хаваспах килсе çÿренине пĕлтерчĕ. «Чăваш халăхĕ хăнасене ялан ăшшăн кĕтсе илет. Тимĕр вăййине юратакан çынсем кире пуканĕн спортне аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ, чуна парса ĕçлеççĕ», - терĕ Игорь Петрович. Вăл Куславккана пушă алăпа килмен: районти спорт шкулне кире пуканĕсен комплектне парнелерĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш Енри кире пуканĕ йăтакансен спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май ăна тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Чи сумли - «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят. «Ку награда федерацин ĕçне пысăк хак пани. Пирĕн коллективра туслă та тăрăшуллă çынсем вăй хураççĕ. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессе шанатăп», - хавхаланчĕ Юрий Михайлович пурне те тав тунă май. Юбиляр хăй те Куславкка районĕнчи паллă çынсене парнесĕр хăвармарĕ. Федерацин кубокне Алексей Агниашвили предприниматель тата кире пуканĕ йăтассипе тĕнче чемпионĕ пулнă Бронислав Чернов тивĕçрĕç.

Тепĕр парнене Ю.Карпов Игорь Солодов аллинчен илчĕ. Хăйĕн ĕçтешне вăл Пĕтĕм Раççейри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн Хисеп хутне пачĕ.

«Юрий Карпов - «Хыпар» хаçатăн чи çывăх тусĕ. Эпир яланах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Вăл хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа, чунтан пурнăçлать», - терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов. Вăл Юрий Михайловича Хисеп хучĕпе тата пысăк кубокпа наградăларĕ.

Спорт уявĕнче паллă тепĕр ентешĕмĕре - РФ спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерне, тĕнче чемпионĕпе рекордсменне Сергей Кириллова чысларĕç. Куславкка районĕн депутачĕсен пухăвĕн йышăнăвĕпе Куславккара çуралса ÿснĕ маттур çынна «Куславкка районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. «Çуралнă тăрăхăм яланах хăй патне туртать. Кунта манăн тăванăмсем, чи çывăх çыннăмсем пурăнаççĕ. Куславккара малтанхи утăмсене турăм. Кире пуканне пĕрремĕш хут алла илнĕ чух хам çакнашкал пысăк çитĕнÿсем тума пултарасса шухăшламан. Манăн ĕçĕме пысăк хак панăшăн пурин умĕнче те пуç таятăп», - савăнăçне пытармарĕ Сергей Александрович.

Куславкка хулине республикăри 12 хулапа-районтан, Омск, Пенза, Тутарстан, Санкт-Петербург, Ульяновск, Самар, Мари Эл, Кострома, Мордови тăрăхĕнчен 200 яхăн спортсмен килсе çитрĕ. Чăваш Ен чысне Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă районĕсен, Шупашкарпа Канаш хулисен спортсменĕсем хÿтĕлерĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе командăсен хушшинче ку хутĕнче Шупашкарти Ленин районĕн /вĕсем - Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕпе педагогика университечĕн спорт секцийĕсенче ăсталăха туптакансем/ атлечĕсем чи нумай очко пухрĕç. Пенза облаçĕпе Канаш хулин командисем турнирăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç.

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

Андрей МИХАЙЛОВ

ФОТОРЕПОРТАЖ