Астăвăм вăйĕ нихăçан та чакмĕ
14 Oct, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Павел Сорокинпа тата Чăваш Енри шырав юхăмĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.

Павел Захарович Сорокин Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ. Хĕрлĕ Çар ретне 1941 çулта тăнă. Юпа уйăхĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Çур çултан тăшман самолечĕсем Севастополь хули çине бомба тăкнă чухне аманнă чăваш каччи тыткăна лекнĕ. Фашистсен аллинче пулнă чухне те совет салтакĕ вилĕм пирки шухăшламан. «Пурăнасчĕ-ха, хамăрăннисем патне таврăнасчĕ тенĕ», — вăрçă вăхăтĕнчи асаплă вăхăта аса илнĕ май пĕлтерчĕ ветеран. Виçĕ çул тыткăнра пулнă хыççăн Павел Захарович каллех тăшмана хирĕç тăнă. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн пĕр çулталăк çурăран, 1946 çулхи чÿк уйăхĕнче, тин тăван тăрăхне таврăннă вăл. 94 çулти ветеран вăрçă кунĕсене, çапăçу хирĕнче чăтса ирттернисене хальхи пек лайăх астăвать. «Тем те каласа кăтартать. Нихăçан та чармастăп ăна», — тет хĕрĕ Валентина. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветеран калавĕсене çырса илсе кĕнеке кăларма сĕнчĕ. «Сирĕн ят республика историйĕнче çырăнса юлтăр», — терĕ Михаил Васильевич.

Шел те, пурне те шăпа вăрçă хирĕнчен ырă-сывă таврăнма пÿрмен. Çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕх ятсăр выртса юлнисем, хыпарсăр çухалнисем питĕ нумайăн. Вĕсене шыраса тупас, тирпейлесе пытарас тĕлĕшпе шырав юхăмĕн хастарĕсем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 16 шырав пĕрлĕхĕ шутланать. Кăçал вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хаяр çапăçусен вырăнĕсенче 11 хутчен экспедицире пулнă. Уйрăмах И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм» отрячĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Георги хăйăвĕ» клубĕ, Чăваш Республикин «Веда» шырав отрячĕ хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршыв историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

 

В.БАГАДЕРОВА.