Ăста ташăçăсен уявĕ

27 Ака, 2015

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта XIX балет фестивалĕ пуçланчĕ. Вăл 4 куна тăсăлĕ. Хăнăхнă йăлапа уява премьерăпа - Людвиг Минкусăн "Баядерка" спектаклĕпе - уçрĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ ăна 2002 çулта лартнă.

Унтанпа вăхăт чылай иртнĕрен ташăçăсене кăна мар, костюмсемпе декорацисене те улăштарма лекнĕ. Никипе Солор партисене Мускаври Пысăк театрăн артисчĕсем, пĕтĕм тĕнчери конкурс лауреачĕсем Анна Никулинăпа Михаил Лобухин, ташларĕç. Гамзатти сăнарне чăваш сцена ăсти Анастасия Абрамова калăпларĕ.

Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче Э.Сапаев ячĕллĕ Мари Эл патшалăх оперăпа балет театрĕн пултарулăхĕпе паллашма май килчĕ. Артистсем Петр Чайковскин "Акăш кÿлли" /"Лебединое озеро"/ балетне кăтартрĕç.

Санкт-Петербургри Мариинка артисчĕсем Людвиг Минкусăн "Дон Кихот" спектакльне илсе килнĕ. Тĕп партисене пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Оксана Бондарева тата Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Антон Корсаков ташласа тыткăнларĕç. Çак мăшăр Гала-концерта та хутшăнĕ.

Паян А.С.Пушкин ячĕллĕ Чулхула патшалăх академи оперăпа балет театрĕ Борис Асафьевăн "Бахчисарайри шыв сикки" /"Бахчисарайский фонтан"/ спектаклĕпе сцена çине тухĕ. Ăна пуш уйăхĕн вĕçĕнче пĕрремĕш хут кăтартнă.

Гала-концерта Роман Михалев /Франци/, Сара Ренда /Итали/, Остин Байрон /Англи/, Андрей Меркурьевпа Андрей Евдокимов, Алексей Рюмин /Мускав/, Владислав Шумаков /Санкт-Петербург/, Сергей Мершин /Пермь/ тата чăваш артисчĕсем Татьяна Альпидовскаяпа Айдар Хисамутдинов, Анастасия Абрамова, Анна Серегина, Дмитрий Поляков, Юлия Рункина хутшăнĕç.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Рубрика: