Ăслăлăхри çитĕнÿсемшĕн

10 Çĕртме, 2016

Мускавра Раççей Естествознани академийĕн /РЕА/ ăслăлăх мероприятийĕсем иртнĕ.

Ăсчахсен, преподавательсемпе специалистсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацине Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕ, РЕА член-корреспонденчĕ Владимир Семенов хутшăннă. Ăна ăслăлăхри çитĕнÿсемшĕн вăрттăн сасăласа РЕА чăн членне /академикне/ суйланă.

РЕА ăсчахсемпе преподавательсене информаци енĕпе пулăшсах тăрать. 2016 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Парижра “Кĕнеке — тимлĕхре” девизпа Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке салонĕ ĕçленĕ. Уява 45 çĕршыври 230 пин çын пырса курнă. Владимир Семенова салона хутшăннине çирĕплетекен сертификатпа тата ылтăн медальпе чысланă.

Рубрика: