Ăслăлăх кунĕ - пахалăха хакламалли уяв

10 Нарăс, 2015

Календарьте февралĕн 8-мĕшне Ăслăлăх кунĕ тесе палăртнин пĕлтерĕшĕ асăннă тытăмра тăрăшакансемшĕн - хăйнеевĕр: халиччен мĕн тĕпченине тишкермелле, ĕçсен пахалăхне çирĕплетмелле.

Ĕнер Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Раççей ăслăлăх кунне халалласа пĕтĕмлетÿллĕ ăслăлăх сессийĕ уçăлчĕ. Икĕ куна пыракан çак мероприятин пуçламăшĕнче институт директорĕ Юрий Исаев 2014 çулта ĕçтешĕсем ăслăлăх аталанăвне мĕнле курăмлă ĕçсемпе пуянлатнине асăнса тухрĕ. Пичетленсе тухнă 30 яхăн кĕнеке - акă, ĕнтĕ вăл ăслăлăх пĕр вырăнта тăпăртатса тăманнин кăтартăвĕ. Сăмах май, вĕсемпе пуринпе те фойере йĕркеленĕ презентацире паллашма май пулчĕ.

Ăслăлăх ĕçченĕсемпе уявпа саламлама сесси уçăлнă тĕле ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов тата ЧР Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Сергей Казаков килсе çитрĕç. Республикăри ăслăлăх тытăмĕ мĕнле тăрăмра пуласси асăннă институт ĕç-хĕлĕпе тÿрремĕнех çыхăннине палăртнă май паха тĕпчевсемшĕн тав турĕç.