Аслă Таяпари культура çуртĕнче «Лар, аннеçĕм, юнашар» уяв иртрĕ

30 Чÿк, 2015

Амăшĕн кунне халалласа Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари культура çуртĕнче «Лар, аннеçĕм, юнашар» уяв иртнĕ. Куракансене уйрăмах А.Сурков шăрантарнă «Аттепе анне пулсассăн» юрă тыткăнланă. Уявра «Шанчăк» ушкăн «Утар-и, чупар-и», «Хăна юрри» тата ытти чăваш юррисене шăрантарнă. Н.Ильинапа Л.Горшкова залра ларакансене шÿтпе тыткăнланă. Р.Блиновăпа О.Васильевăна куракан яланхи пекех ăшшăн йышăннă. Шкул ачисем те айккинче тăрса юлман, амăшĕсене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.

Рубрика: