Аслă шкул ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç

20 Чÿк, 2015

Кĕç-вĕç алла аттестат илме хатĕрленекенсене малаш пурнăç валли кирлĕ професси суйласа илме пулăшассине вĕренÿ заведенийĕсем хăйĕн тивĕçĕсенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти темиçе аслă шкул представителĕсенчен йĕркеленĕ делегаци Етĕрне районĕнче пулчĕ.

Вăл е ку аслă вĕренÿ заведенийĕ çинчен шкул ачисем вĕсен ĕçченĕсем каласа панинчен кăна мар, видеопрезентаци урлă та пĕлме пултарчĕç. Чĕрĕ калаçура вара сăмах ытларах студентсен пурнăçĕ, вузри йăлана кĕнĕ мероприятисем, вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен пычĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен проректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ершов академи Чăваш Республикинчи аграрин пĕртен-пĕр аслă шкулĕ пулни çинчен каланă май вăл çитес çу уйăхĕнче хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак çавра куна академи тивĕçлĕн кĕтсе илет. Тарăн пĕлÿ илме кунта условисем çителĕклĕ: вĕренÿ аудиторийĕсемпе лабораторисенче пурлăхпа техника никĕсĕ пуян, студентсем - ăнтăлуллă.

Воспитанипе социаллă ĕç енĕпе тăрăшакан проректор тивĕçĕсене пурнăçлакан Илья Царевский аслă классенче вĕренекенсемпе професси суйласси çинчен кăсăклă калаçу пуçарнă май хĕрсемпе каччăсен чылай ыйтăвне хуравларĕ. Академи студенчĕсем практикăна, стажировкăна еплерех иртни, çак тĕллевпе чикĕ леш енне те тухса çÿрени çинчен кăсăклансах итлерĕç шкул саккипе кĕç-вĕç сывпуллашма хатĕрленекен çамрăксем.

Надежда ОСИПОВА

Рубрика: