Ашшĕн кунне хăçан уявлăпăр?

14 Çу, 2015

РФ Ĕç министерстви 2016 çултан пуçласа çĕнĕ уява паллă тума сĕнет. Вăл - Ашшĕн кунĕ.

Ăна хăçан паллă тăвĕç? Кăна вара Раççей çыннисене тăватă вариантран пĕрне суйлама сĕнеççĕ. Тĕслĕхрен, июнь уйăхĕнчи виççĕмĕш вырсарникун. Ун чухне чылай çĕршывра Ашшĕн кунне паллă тăваççĕ. Çапла майпа уяв пĕтĕм тĕнче статусне илме пултарĕ. Ăна Амăшĕн кунĕпе пĕрле ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче ирттерме те сĕнеççĕ. Ку çемье пĕрлĕхне кăтартĕ. Çавăн пекех октябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунне те сĕнеççĕ. Ку нумай ачаллă Дмитрий Донской кнеçĕн çуралнă кунĕпе çывăх. Çавăн пекех октябрьте арçынсен профессийĕсен уявĕ, çар историйĕпе çыхăннă дата нумай. Тепĕр вариант - февралĕн 23-мĕшĕ. ЧР Сывлăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çынсем хăйсен вариантне те сĕнме пултараççĕ.