Асăрханулăх çинчен манар мар!

28 Утă, 2015

ЧР ШĔМ Патшалăх автоинспекцийĕ çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Кăтартусемпе ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов паллаштарчĕ.

В.Романов полковник каланă тăрăх - асăннă тапхăрта, телее, çул çинчи инкексен те, аварисенче вилекенсен шучĕ те чакнă. Анчах аманакансем йышланнă.

- Çул урлă каçма тунă ятарлă вырăнсенче лару-тăру уйрăмах çивĕч, - палăртрĕ Владимир Геннадьевич. - Ку енĕпе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем "малта пыраççĕ". Çул япăххи те - кĕтмен инкек сăлтавĕ. Аварисен 87 проценчĕ - водительсен айăпĕпе пулнăскерсем. Нумай çулхи сăнавсем авари хăрушлăхĕ уйрăмах ытларикун, эрнекун тата шăматкун пысăккине кăтартаççĕ. 17-21 сехетсенче тата та асăрхануллăрах пулмалла.

Ÿсĕршĕн тинĕс те чĕркуççи таран теççĕ. Çăмăлланнă ăстăна пула мĕн чухлĕ çын инкек курмасть-ши? ÇÇХПИ ĕçченĕсем ÿсĕрсемпе куллен тенĕ пек "çапăçаççĕ". Акă çулталăк пуçланнăранпа руль умне ларнă 2646 ÿсĕре тытса чарнă. Июль уйăхĕнче 30 çын иккĕмĕш хут ÿсĕрле "çакланнă". Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн çакăн йышшисене е иккĕмĕш хут медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшменнисене уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Ку уйăхри вăтăр тĕслĕхрен 11-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ыттисемпе материал пухаççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра автомат режимĕпе 117 фотофиксаци стационар комплексĕ ĕçлет. Кунсăр пуçне тата куçса çÿрекен 41 комплекс пур. Вĕсем пулăшнипе йĕркене пăснă 191 пин ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Штрафсен пĕтĕмĕшле виçи - 107 млн тенкĕ. 78,9 процентне шыраса илнĕ.

- Чи пысăк инкек, паллах, аварие ачасем лекни. Пурин те вĕсене çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине малти вырăна хумалла, - терĕ ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ. - Шел те, тем пек сыхлансан та - тепĕр чухне инкек сиксе тухатех. Çулталăк пуçланнăранпа ачасем инкек курнă 90 аварие шута илнĕ. Уйрăмах июль, август уйăхĕсенче, сентябрь пуçлăмăшĕнче лару-тăру çивĕчленет. Ку уйăхра кăна, акă, 24 аварире икĕ ача пурнăçĕ татăлнă, 36-шĕ суранланнă.

Тепĕр хăрушлăх вăл - мототранспорт. Ашшĕ-амăшĕ çак техникăна ачисем ыйтнине хирĕçлеймесĕр туянса параççĕ. Çамрăксем çул çинчи кăткăс лару-тăрура çухалса кайнипе час-часах аварие лекеççĕ.

- Ултă уйăхра республикăра çакăн йышши 45 инкек пулнă. Çак шутран 31-шĕ - икĕ кустăрмаллă транспорт хуçисен айăпĕпе. Виçĕ çын вилнĕ, 60-шĕ аманнă. Шел те, мото-аварисене лекекенсем чылай чухне 18 çула та çитеймен çамрăксем, - хăрушă цифрăсемпе паллаштарчĕ В.Романов.

ÇÇХПИ ĕçченĕсем саккуна хисеплекен граждансенчен пулăшу кĕтеççĕ. Çул çинче ÿсĕр водительсене асăрхасан, йĕркене пăснă ытти тĕслĕхе курсан çийĕнчех дежурнăй чаçе /24-27-11, 24-07-70, 73-11-62/ пĕлтерме ыйтаççĕ.

В.БАГАДЕРОВА

Рубрика: