«Асамлăх уйĕ» чăваш ансамбльне кĕтет

19 Ака, 2018

Çак кунсенче Комсомольски салинчи «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн çамрăксен ушкăнне Пĕрремĕш каналти «Асамлăх уйĕ» телекăларăма йыхравланă. Кун пирки Комсомольски районĕн сайчĕ хыпарлать.

Чăваш ансамблĕ акан 22-мĕшĕнче Мускавра иртекен телешоу ÿкерĕвне хутшăнĕ. Черетлĕ кăларăма Çĕнтерÿ кунне халаллĕç. Пултарулăх ушкăнне ертсе пыракан Альбина Кокшина телевăййа хутшăнĕ, ĕçтешĕсем ăна чăвашла юрăсемпе хавхалантарĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас