Асамлă каçсем хыçа юлчĕç

23 Чÿк, 2017

Халь кăна уçăлнăччĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ. Сисмерĕмĕр те: пилĕк кун наччасрах иртсе кайрĕ. Классика музыкин асамлă кунĕсем те хыçа юлчĕç. Эппин, çĕннине кĕтме пуçларăмăр.

Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче фестиваль гала-концертпа хупăнчĕ. Ун умĕн театрта Дж.Вердин «Риголетто» опери иртрĕ. Мĕнпе асра юлĕ-ха вăл итлекенсемшĕн? Унта харăсах тăватă çĕршыв — Раççей, Итали, Казахстан тата Беларуç — юрăçисем хутшăннипе те пулĕ.

Риголетто ролĕнче — Екатеринбургри бас-баритон Александр Краснов. Ăна çавăн пекех Пысăк /Мускав/ тата Мариинка /Питĕр/ театрĕсене те юрлама чĕнеççĕ. Шупашкара хальхинче Берлинтан вĕçсе килнĕ.

Джильда партине Италири «Карло Феличе» театр солистки, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Дария Марини шăрантарчĕ. Унăн шăнкăрав пек черчен сопрано сасси итлекене чăннипех тыткăнларĕ. Дария пирки çакна каламалла: вăл ГИТИСăн музыка факультетне пĕтернĕ, Галина Вишневскаян Опера юррин центрĕнче стажировкăра пулнă, Монсеррат Кабалье патĕнче ăсталăха туптанă.

Герцог тата — Казахстанри Абай ячĕллĕ патшалăх академи оперăпа балет театрĕн солисчĕ Нуржан Бажекенов — хăйĕн илĕртÿлĕхĕпе тата чуна пырса тивекен витĕмлĕ сассипе залра ларакан пикесен чĕрисене те тыткăнлама ĕлкĕрчĕ пулĕ. Красноярскран килнĕ Елена Авдеева та Маддалена партийĕнче питĕ хÿхĕм курăнчĕ. Çак каç дирижер пульчĕпе Беларуç Наци академи оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕ Виктор Плоскина «хуçаланчĕ».

Гала-концерта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев хутшăнчĕç.

Театр директорĕ Валентин Федоров тата пултарулăх ертÿçи Сергей Кисс куракансене спектакльсене çÿренĕшĕн тав турĕç, республика ертÿлĕхне — ăна йĕркелеме пулăшнăшăн.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, гала-концерта опера искусствин чаплă юрăçисене пуçтарнă. Хальхинче пуларулăхĕпе ăсталăхне тепĕр хут Дария Марини /Итали/, Георг Вирбан /Румыни/, Мария Девитзаки /Греци/, Рене Лареа /Канада/, Шанжун Цзян /Китай/, Нуржан Бажекенов /Казахстан/, Елена Авдеева /Красноярск/, Александр Краснов /Екатеринбург/, çавăн пекех Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕсем кăтартрĕç.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Новости по теме