Артем премие тивĕçнĕ

5 Чÿк, 2015

Раççейре пултаруллă çамрăксене май килнĕ таран хавхалантараççĕ. Нумаях пулмасть РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви преми илме тивĕç яш-хĕр списокне хатĕрленĕ. Вăл "Вĕренÿ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Преми 30 пин тенкĕпе танлашать. Палăртма кăмăллă: ăна илме тивĕçлисен йышне пирĕн ентеш те кĕнĕ. Вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика уйрăмĕнче вĕренекен Артем Гаврилов. Артем кăçал РФ Президенчĕн стипендине, А.Солженицын премине илнине палăртса хăварар.

Рубрика: