Ароматизатор - килти меслетпе

Пÿртри ырă шăршă кама килĕшмĕ. Çакăн валли лавккаран сывлăша ырă шăршă пĕрĕхмелли баллон туянма кирлех те мар. «Освежительсем» ытларах химирен тăраççĕ пулсан килте хатĕрленĕ техĕмлĕх - йăлтах çутçанталăк парни.

Апельсин, миндаль, импĕр шăршин хутăшне хатĕрлемешкĕн апельсина çÿхен çаврасем туса касмалла та банкăна хумалла, импĕре те çÿхен касса апельсинпа хумалла, унта миндаль эссенцине хушмалла.

Анăс, апельсин, корица, гвоздика шăршине те хатĕрлеме ансат. Çак шăршă хĕлле питĕ аван. Хатĕрлес йĕрке. Апельсина çавран касмалла, 7-8 пĕрчĕ гвоздика, анăс пĕрчи - 2, корица - çĕçĕ вĕçĕпе. Хăшин шăрши ытларах килĕшнине кура вăл е ку япалана нумайрах хума юрать.

Лимон, ваниль, розмарин шăрши килĕшет-и? Лимона çаврасемпе касмалла, 3-4 турат розмарин, ваниль экстрактне 2-3 тумлам тумлатмалла, банкăна хумалла.

Ырă шăршăллă тĕрлĕрен хутăш хатĕрлеме пулать çакнашкал мелпе. Банкăна хунă япаласен шăрши лайăх сарăлтăр тесен шыв ямалла та кăштах ăшăтмалла. Банкăри шыв сивĕнесрен ăшă батарейки çине лартма пулать.

Хатĕрленĕ хутăша холодильникре 2 эрне упрама юрать. Хутăша морозильнике лартса шăнтса хурсан пĕр-пĕр уяв тĕлне кăларма меллĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.