Архив пуянланать
21 Jun, 2016 | Культура

ЧР патшалăх электрон тата кинодокумендаци архивĕнче кăçалхи ака уйăхĕнче Парне кунĕ пĕрремĕш хут иртнĕ.

Архивистсем республикăра пурăнакансенчен кино-, фото-, видеоаппаратура, сăнÿкерчĕксем, кĕскен каласан — кинематограф историйĕпе çыхăннă пур документа та йышăннă. Шăпах çавăн чухне кинотехнологи оборудованийĕн куравĕ «Украина-4» тата çутă хатĕрĕсен комплекчĕпе пуянланнă. Вĕсене Шупашкарта пурăнакан Людмила Крыловăпа Евгений Гордеев парнеленĕ.

Курав экспозицийĕнче парнесем йышлансах пыраççĕ. Сăмахран, çак кунсенче тĕп хулара пурăнакан тепĕр çын — Вадим Киселев — «Киев-16С-2» камера тата «Aqfa Movector Super 16” проектор парнеленĕ. Палăртма кăмăллă: «Киев-16С-2» камерна иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчиех. Кинопректор вара чăн-чăн реликви шутланать: ăна Германире туса кăларнă. Унпа Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче усă курнă.

Архив директорĕ Алексей Белов Вадим Киселева парне сертификачĕ панă.