Archive - Чÿк 2018 - Тантăш

ноябрь 15th

15 Чÿк, 2018

Кашни çын тулли пурнăçпа пурăнма тивĕç

Иртнĕ эрнере Шупашкарти Ача-пăча реабилитаци центрĕнче протезсен, ортопеди тата реабилитаци хатĕрĕсен куравĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ — сусăр ачасен ашшĕ-амăшне реабилитаци хатĕрĕсемпе паллаштарасси, вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа парасси.

ноябрь 8th

8 Чÿк, 2018

Шăла çыртса, тар кăларса…

Канмалли кунсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтас енĕпе Пĕтĕм Раççейри XXXV турнир иртрĕ. Помост çине çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 200 ытла спортсмен тухрĕ.

8 Чÿк, 2018

Кăмпасене тĕпченĕшĕн

Юпа уйăхĕн юлашки кунĕсенче Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Подрост» вăрман конкурсĕн финалĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасене вăрман пурлăхне тата çут çанталăка сыхлас ĕçе явăçтарса экологишĕн яваплăха туйма вĕрентесси.

8 Чÿк, 2018

Чăвашла калаçма — радиона

Туссем, кĕçнерникунсерен радиоэфира тухакан «Шăнкăрав» кăларăма камсем ертсе пынине, тен, эсир пĕлетĕр те? Маттур та сăпайлă икĕ чиперук — Аня Егоровăпа Карина Данилова. Вĕсем тантăшĕсене республикăри пултаруллă ачасен пурнăçĕпе паллаштарнисĕр пуçне хăйсем те вĕренÿре палăраççĕ.

ноябрь 1st

1 Чÿк, 2018

Шкул ачисем те хутшăнĕç

Çитес шăматкун, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, республикăн тĕп хулинчи Маунтинбайк центрĕнче кире спортне кăмăллакансен «Хыпар» хаçат парнисемшĕн 1984 çултанпа иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ уçăлать.
Ăмăртăва 20 яхăн регионĕн спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Чăваш Енĕн пăхаттирĕсем йышлă пуласси халех паллă. Çакна республика чемпионатĕнче мала тухассишĕн пыракан турнир çивĕчлĕхĕ те лайăх çирĕплетет. Шкул ачисем те хăйсен вăй-халне тĕрĕслесе пăхма кăмăл тунă. Яланхи пекех шур сухалсем те айккинче юлман.

Pages