Archive - Çурла 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

август 3rd

3 Çурла, 2017

Паркра - бассейнсем

«Шупашкар: 500 çул паркра» çуллахи аква-зона уçăлнă. Вăл «Амазония» этнокомплексра вырнаçнă.

Паркра 5 бассейн уçнă. Вĕсенчен виççĕшĕ — аслисем валли, иккĕшĕнче ача-пăча шыва кĕме пултарать. Бассейнсем ирхи 10 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетчен ĕçлеççĕ. Аслисен шыва кĕнĕшĕн 200 тенкĕ тÿлемелле. 3 çул тултарманнисем тÿлевсĕрех чăмпăлтатаяççĕ.

 

3 Çурла, 2017

Подьезд умне илем кÿнĕ

Хамăр пурăнакан вырăна капăрлатма мĕн чăрмантарать? Çакна тума кăмăл çеç кирлĕ. Элĕкри Парк урамĕнчи 9-мĕш çуртра пурăнакансем ÿркенмен, хăйсем тĕллĕн подьезд умне илем кÿнĕ.

Унта кун кунлакансем Вероника Иванова пуçарăвĕпе клумбăсене чечек лартнă, кил-тĕрĕшре усă курма пăрахнă япаласенчен юмахри сăнарсене ăсталанă. Кустăрма шинисем, пластмасса савăт-сапа, ача-пăча теттисем те капăрлăх кÿме кирлĕ пулнă. Нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи илем халĕ иртен-çÿрен кăмăлне те çĕклет.

3 Çурла, 2017

Хальхинче — призерсен йышĕнче

Çак кунсенче Турцире хăлха япăх илтекен спортсменсен хушшинче çуллахи XXIII Сурдлимп вăййисем вĕçленнĕ. Раççей чысне унта чăваш спортсменки Анастасия Мамлина та хÿтĕленĕ. Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн вĕренекенĕ сăнă ывăтса «бронза» çĕнсе илнĕ.

Маттур хĕр сăнна 45,68 метра ывăтма пултарнă. Çакă ăна призерсен йышне кĕме май панă. Иккĕмĕш вырăна Тайвань спортсменки Ан-Йи Шу йышăннă. Хорватири Лаура Стефаник вара «ылтăн» илнĕ.

Pages