Archive - Хресчен сасси

декабрь 5th, 2014

5 Раштав, 2014

Купăс юсакана тупасчĕ

Хисеплĕ редакци. Йĕпреç районĕнчи Малиновка ялĕнче пурăнакансем чăрмантараççĕ сире. Концертсем лартма çÿретпĕр. Сцена çине хитре сасăллă купăспа тухас килет. Анчах пирĕн хушăра кивелнĕ тата юсамалли купăссем нумайланса кайрĕç. Купăс таврашне юсама пултаракансене тупасчĕ. Хамăн кĕсье телефонне те пĕлтеретĕп: 8937 373 68 35.

Анатолий Васильев. Йĕпреç районĕ, Малиновка.

декабрь 3rd

3 Раштав, 2014

«Хресчен сасси» 93 № /2505/. 3.12.2014.

Купăстана чысласа. Йăлана кĕнĕ тăрăх пахча ĕçĕсем вĕçленсен республикăра çулсерен купăста фестивальне йĕркелеççĕ

Пин-пин çын ĕмĕчĕ тулать! Ĕç ветеранĕ ятне тивĕçмелли стаж икĕ çул çурă чакать.

3 Раштав, 2014

Купăстана чысласа

Йăлана кĕнĕ тăрăх пахча ĕçĕсем вĕçленсен республикăра çулсерен купăста фестивальне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл Шупашкарта иртрĕ. Унта ватти-вĕтти хутшăнчĕ, юрласа-ташласа савăнчĕ.

3 Раштав, 2014

Çĕршыв тĕрекĕ

Амăшĕсен кунĕ умĕн Шупашкарта «Çулталăк çемйи - 2014» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Асăннă конкурс маларах районсенче иртнĕ. Унта 158 çемье хутшăннă. Пĕрремĕш турта мала тухнă 28 çемье республика шайĕпе ăмăртрĕ. Сăмах май, ку мероприятие Чăваш Енре 11 çул ирттереççĕ.

3 Раштав, 2014

Çăматă туса шур пÿрт çĕкленĕ

Инкек килсен чул та çунать

Икĕ чÿречеллĕ пĕчĕк пÿртре чăваш кĕвви янăрать. Кĕвĕ майĕпе вăтам çулсенчи хĕрарăм тăрăшсах çăматă йăвалать. Çамки тăрăх шапăртатса тар юхать. Çÿхе кĕпи те йĕпенсе çурăмне çыпçăннă...

3 Раштав, 2014

Вăхăт çитрĕ тав тума

Ют çĕршывра пурăннă пулсан пĕр-пĕр чаплă завод ăна хăйĕн патĕнче ĕçлеме ÿкĕте кĕртме тăрăшĕччĕ. Аслă пĕлÿ çуккине пăхмасăрах. Ăсĕ мĕне тăрать! Хальхи çыннăн пуçĕ пултарнинчен 2-3 е 4-5 процент таран кăна ĕçленине палăртаççĕ ăсчахсем.

ноябрь 28th

28 Чÿк, 2014

Ĕç пур!

Украинăран тарса килнисем валли те ĕç яланах пур.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин порталĕнче республикăри граждансене, çавăн пекех Украинăран тарса килнисене яланлăхах ĕçе вырнаçтарма вакансисен списокне вырнаçтарнă. Ноябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне унта 1757 рабочи вырăнĕ пуррине тата республикăри 142 организаци ыйтнипе 153 тĕрлĕ профессипе тата специальноçпа рабочипе служащи кирлине пĕлтернĕ. Пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме хирĕç маррисем те пур.

Pages