Archive - Нарăс 2014 - Хресчен сасси

февраль 5th

5 Нарăс, 2014

Иртнĕ çула хакласа Туллин усă курмалла

Республика Пуçлăхĕ Шăмăршă районĕн тĕп больницинче хирурги тата реанимаци уйрăмĕсене çитсе курнă, чирлисенчен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ, тухтăр патне электрон мелĕпе çырăнни епле тивĕçтерни пирки ыйтса пĕлнĕ.

5 Нарăс, 2014

Олимп вăййисене халалларĕç

Çак эрне физкультурăпа спорт аталанăвĕн историйĕнче яланлăхах ылтăн паллăпа çырăнса юлĕ. Нарăсăн 7-мĕшĕнче Сочире хĕллехи XXII Олимп вăййисем пуçланаççĕ. Тĕнчипе паллă пулăма халалласа Вăрнарти Спорт керменĕнче кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри виççĕмĕш уçă турнир иртрĕ.

5 Нарăс, 2014

Пахча патшине чысласа

ЧР ял хуçалăх министрне Сергей Павлова Красноармейскинче пурăнакансем çĕр улмине халалласа Чăваш Енре палăк лартма сĕннĕ. «Хаяр вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче çак пахча çимĕç чылай çынна вилĕмрен çăлнă», – тенĕ вĕсем. Паллах, министр тÿрех хурав парайман. Ку ыйтăва регионсен хушшинчи «Çĕр улми – 2014» куравра пăхса тухма палăртнă. Вăл кăçал нарăс уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртет.

Pages