Archive - Jul 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ

июля 16th

«Хăвăрпа пĕрле тĕкĕр чиксе тухма маннă-и? Апла тăк çул çине пăхăр!» — федераци шайĕнчи «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем» программăпа килĕшÿллĕн Шупашкар урамĕсенче сарнă асфальта çапла мухтаççĕ хула çыннисем. Юлашки çулсенче ятарлă техника вĕçĕмсĕр ĕçленине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Йăлтах хамăр валли-çке. Пушшех те, яка та пахалăхлă çул хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет. Çавăнпах çул хĕрринче вырнаçнă çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем те шăв-шава ăнланса йышăнаççĕ. Пĕлеççĕ: ку вăхăтлăх кăна. Çул вара — яланлăх.

Вут-шанкă ыйтăвĕ çивĕч-ши ялта? Ĕлĕкхи мар çав пурнăç. Пÿрт-çурт хăтлă-и, хăтсăр-и — газпа ăшăнать. Вут татса-çурса тертленме те кирлĕ мар. Çурăм тăрăх шăпăр-шăпăр тар та юхмасть. Тепĕр тесен, вучах умĕнче те тăпăртатса вăхăт иртмест. «Сенкер çулăм» çинче туххăмрах вĕри апат пиçет, сĕтел тулли çимĕç пăсланать.

июля 7th

Елчĕк районĕнчи Элпуçĕнче пурăнакан Раиса Михайловнăпа Николай Васильевич пĕрлешнĕренпе кăçал 55 çул çитнĕ.
— Пурнăçра савăнмалли те, кулянмалли те тупăнать. Çемьере те çаплах. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть тесе ахальтен каламан вĕт. Мухтаса та илетпĕр, вăрçăнмалли те тупăнать. Пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле. Хирĕç сăмах каличчен шухăшламалла, — тет Раиса Михайловна. Ватлăх çулĕнче хисеп туни хавхалантарнине палăртать.

Ăнăçсăр çемьере ÿсрĕ Вера. Ашшĕпе амăшĕ ĕçетчĕç те çапăçма тытăнатчĕç. Хирĕçсен-хирĕçсен чарăнатчĕç те тепре ÿсĕрĕличчен лăпланатчĕç. Ĕçкĕçсем теме те çукчĕ-ха вĕсем пирки. Уйăхра виçĕ-тăватă хутчен иртĕхетчĕç хаяррипе, тепĕр кун мухмăр чĕртетчĕç ĕнтĕ.

Pages