Archive - Нарăс 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ
февраль 12th
Ял-йыш кĕлĕ каласа ăсатнă
Республикăри Салтак амăшĕсен комитечĕн хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарсах тăратăр. Общество организацийĕ çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартсамăр. Хастар хĕрарăмсем Чечня Республикине те çул хывнăччĕ. Мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăннă-ши ун чухне вĕсем? Амăшĕсен аса илĕвне пичетлеймĕр-ши?
Светлана ИВАНОВА.
Архиври аса илÿ
Эх, çав кĕвĕçÿ!
Вăрнар район арçынни кĕвĕçсе арăмне хĕненĕшĕн, кÿршине вĕлернĕшĕн явап тытĕ.
Саккуна пĕлменни яваплăхран хăтармасть
«Ырă тĕшĕ» шыравĕ
XXI ĕмĕрти çăпата — Раççей тĕлĕнтермĕшĕ
февраль 5th
"Чăваш хĕрарăмĕ", 4 (1028) №, 03.02.2018
«Тарăхсан пахчана тухса ĕçлеттĕм»
— Алима теççĕ мана. Атте таçтан тупнă ку ята? Темшĕн хăйĕнчен ыйтман маларах. Кайран кÿршĕ ялсенче те манпа пĕр ятлă хĕрсем çуралкаларĕç-ха, — кулать Алима Запольская хăйĕнпе паллаштарнă май.
Тюменьрен салам илсе килнĕ
Тюмень чăвашĕсем Сурхурие юрласа-ташласа, юмăç пăхса ирттерни çинчен вырăнти телекуравпа та кăтартнă, хаçатра та çырнă. Тăван халăхăн йăли-йĕрки ытти наци çыннисемшĕн те кăсăклă пулни пĕрре те иккĕлентермест. Çак уява «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тусĕ Роза Степанова юрăç та хутшăннă. Вăл чăваш чĕлхине манман йăхташăмăрсенчен пысăк салам илсе килнĕ.